Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Владимир ПУТИН: "Эпир каялла чакма шутламастпăр"

30 апреля 2011 г.

Патшалăх Думинче ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче Правительствăн 2010 çулхи ĕç-хĕлĕ пирки Раççей премьер-министрĕ Владимир Путин отчет тунă. Премьер палăртнă тăрăх, экономикăри кризис çĕр-шывăн наци суверенитетне пырса çапать. Кỹршĕсенчен хăшĕ-пĕри пенсие тухмалли срока ỹстерчĕç, социаллă тỹлевсене чарса лартрĕç. Раççей йывăрлăхран тухма пултарчĕ, социаллă тỹлевсене те сыхласа хăварчĕ. "Бюджет дефицичĕ пулсан та, ветерансемпе çар служащийĕсем 250 пин хваттер илчĕç, ĕç пенсийĕ 45 процент, вĕренỹ валли уйăракан укçа-тенкĕ 1,5 хут ỹсрĕ, _ пĕлтернĕ В.Путин. _ Ĕç тухăçлăхĕ 3,5 хут хăпарчĕ. Çынсен йышĕ ỹссе пырать, вăтам класс çирĕпленмелле. Модернизаци, малалла тата пахалăхлă аталанмалла". Правительство ял хуçалăх комплексне аталанма 150 миллиард, шăрăх çанталăка пула инкек тỹснĕ хуçалăхсене пулăшса 35 миллиард тенкĕ уйăрнă. Пĕтĕмĕшле пулăшу 280 миллиард тенкĕпе танлашнă. "10 миллиард тенкĕ топливо хакне йỹнетме, 5 миллиард тенкĕ мăйракаллă шултра выльăхсен йышне сыхласа хăварнă хуçалăхсене кайĕ", _ палăртнă премьер. Правительство пуçлăхĕ пĕлтернĕ тăрăх, флота аталанма пĕтĕмпе 20 триллион тенкĕ, оборонăпа промышленноçа модернизацилеме 10 çулта 3 триллион тенкĕ каймалла. "2012 çулхи кăрлач уйăхĕнче çар служащисемпе шалти ĕçсен органĕсенче ĕçлекенсен укçи-тенки те палăрмаллах ỹсет. ШĔМĕн лейтенанчĕн ĕç укçин бази 33 пин, Оборона министерствин _ 55 пин тенкĕпе танлашать, çар пенсийĕ 1,5 хут ỹсет. Оборона министерствин çар служащийĕсене иртнĕ çул 51 пин хваттер уйăрнă, кăçал 77 пин хваттер уйăраççĕ", _ тенĕ премьер. Ипотека кредичĕн ставки 5-6 процентпа танлашмалла. Унсăр пуçне премьер социаллă пенсисен виçи ỹссе пынине те палăртнă. Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче вăл 10 процентпа танлашнă. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен стипендисем 9 процент ỹсеççĕ. Бюджет тытăмĕнче ĕçлекенсен ĕç укçи çулла ỹсмелле. 2015 çул тĕлне Раççейре пурăнакансен пурнăçĕ вăтамран 71 çулпа танлашмалла. Шкулсене аталантарасси çине тимлĕх уйăрасшăн. 2 çулта оборудовани туянма, вĕренỹ пахалăхне ỹстерме, çĕнĕ технологине пурнăçа кĕртме 120 миллиард тенкĕ уйăраççĕ. 2012 çултан пуçласа премьер музейсемпе библиотекăсене аталанма, "Раççей культури" патшалăх программине пурнăçа кĕртме те укçа-тенкĕ ытларах уйăрма кирлине палăртнă. Çавăн пекех В.Путин хулаçум автобусĕсен тарифĕсем ỹснине пула регионсене 25 миллиард тенкĕ уйăрма сĕннĕ. Раççей Патшалăх Думин ертỹçи, "Единая Россия" фракцине ертсе пыракан Б.Грызлов Правительство отчечĕ ""Единая Россия" партин отчечĕ те пулнине пĕлтернĕ. Мĕншĕн тесен В.Путин "Единая Россия" партин лидерĕ те.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика