Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăста алăсем

30 апреля 2011 г.

Ăста алăсем Технологи - ачасен чи юратнă предмечĕ. Çак уроксенче ачасем тавра курăмне, шухăш-кăмăлне анлăлатаççĕ, пĕчĕкренех ĕçе юратма, ĕçлекене хисеплеме, яваплăха тата илем-лĕхе туйма, тирпейлĕ те хитре япаласем тума вĕренеççĕ. Шел, ĕç урокĕсен шучĕ сахал. Çакна шута илсе ĕнтĕ эпĕ шкулта чылай çул "Ăста алăсем" кружок ертсе пыратăп. Унта 2-4-мĕш классенче вĕренекенсем хаваспах çỹреççĕ. Мĕн тери илемлĕ, пурнăçра куллен усă курмалли япаласем ăсталама вĕренеççĕ вĕсем унта. Ĕçре темĕнпе те усă куратпăр: хут, пусма, пенопласт, пăралук, компьютер дискĕ, тĕрлĕ тĕслĕ çип... Шкулти пĕр мероприяти те ачасем ăсталанă ĕçсен куравĕсĕр иртмест. Районти конкурссенче палăракансем те пур пирĕн. Сăмахран, 4-мĕш класра вĕренекен Альвина Петрова Елчĕк район гербне тĕрлесе малти вырăна йышăнчĕ. Çак класри Дарья Осипова çемйипе пĕрле чăрăш çине çакмалли тетте ăсталаса мала тухрĕ. Вĕренỹре анчах мар, алă ĕçĕсен конкурсĕсенче те ачасем харсăр пулни савăнтарать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика