Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ килĕшĕве пăхса тухрĕç

30 апреля 2011 г.

Район администрацийĕн ларусем ирттермелли пĕчĕк залĕнче социаллă пурнăçпа ĕç хутшăнăвĕсен ыйтăвĕсене йĕркелес енĕпе ĕçлекен районти комиссин ларăвĕ иртрĕ. Ăна район администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелесе пыракан пай ертỹçи Е.Михайлова ертсе пычĕ. Район администрацийĕ, ĕçпе тивĕçтерекенсем, районти профсоюз организаци-йĕсен координаци канашĕ 2008-2010 çулсенче социаллă килĕшĕве мĕнле пурнăçланине тишкерчĕç. Е.Михайлова килĕшĕве район администрацийĕ енчен пурнăçланипе паллаштарчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, ĕçпе тивĕçтерекен центрта 90 çын шутра тăрать. Халĕ ял хуçалăх предприятийĕсенче çурхи ĕçсем пуçланнă май, чылайăшне производствăна явăçтарнă. Çывăх вăхăтра Елчĕкри кирпич заводне те ĕçлекенсем кирлĕ. Уйрăм çынсем хăйсен ĕç-хĕлне те уçма пултараççĕ - вĕсене патшалăх 58 пин ытларах тенкĕ парса пулăшать. Медицина, ытти отрасльсем валли тивĕçлĕ ĕç, пурăнмалли условисем туса парсан çеç ĕçлекенсем района килĕç. Коллективлă килĕшỹсем кашни организацире, предприятире кирлĕ - вăл ĕçлекенсен прависене хỹтĕлет, пулăшать. Унсăр пуçне ĕç вырăнĕсене аттестацилесси, ĕç сыхлавĕ енĕпе вĕренỹ йĕркелессипе те ĕçлемелли пур. Ĕçпе тивĕçтерекенсен ячĕпе район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ертỹçи П.Тремасов палăртнă тăрăх, пĕлтĕр производство çулне 4 предприяти ăнăçсăр вĕçленĕ - тупăш илеймен. Çав вăхăтрах лайăх ĕçлесе пыракансем те пур. Вĕсен йышĕнче - "Прогресс", "Комбайн", "Победа", "Сатурн", "Яманчурино" тата ытти хăш-пĕр хуçалăхсем. "Звезда" ООО çĕршĕн укçа-тенкĕ, налуксем тỹлессипе питĕ начар тăрăшать. Ĕç сыхлавĕ енĕпе районта 17 специалист тăрăшать. Районти профсоюз организацийĕсен координаци канашĕн ертỹçи А.Клементьев районти виçĕ енлĕ комиссин ларăвĕсене кашни кварталта ирттересси, унта çынсен ыйтăвĕсене хỹтĕлесе ыйтусем хускатма кирлине палăртрĕ. Ларăва хутшăннисем 2011-2013 çулсенче килĕштерсе ĕçлемелли программăна çирĕплетме кирлине палăртрĕç. Çавăн пекех Чăваш Республикин Президенчĕн 2009 çулхи кăрлачăн 3-мĕш номерлĕ Указне, çуллахи кану вăхăтĕнче ачасен сывлăхне çирĕплетмелли, 14-18 çулсенчи ачасене тĕрлĕ ĕçпе тивĕçтермелли мероприятисен, районти 3 енлĕ комиссин ĕç планне çирĕплетрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика