30 апреля 2011 г.
![Республикăра, федераци округĕнче - пĕрремĕш Республикăра, федераци округĕнче - пĕрремĕш](../Home/594//foto/pensiy.gif)
2010 çулхи ĕç итогĕсем тăрăх Елчĕк районĕнчи пенси службин коллективĕ федераци округĕн тата республикăн дипломĕсене тивĕçнĕ. Иккĕмĕш вырăнта - Çĕрпỹ, виççĕмĕшĕнче - Хĕрлĕ Чутай районĕсем. Иртнĕ çулхи пĕтĕмлетĕвĕ 30 енлĕ кăтартупа тишкернĕ. Вĕсенчен тĕп вырăнта - пенсин обязательнăй страхлавĕн тỹлевĕсем, иртнĕ çулхи парăмсене шыраса илни, пенсие вăхăтра шутласа пани, çемье капиталĕпе ĕçлени, патшалăх пенсине илме софинансировани, электронлă хут çаврăнăшне, çĕнĕлĕхе ĕçе кĕртни, пилотлă программăсене хутшăнни, ревизи пĕтĕмлетĕвĕ, çынсен çырăвĕсене вăхăтлă пăхса тухни, информаципе ăнлантару ĕçне туса пыни тата ытти кăтартусем. Раççей Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ çĕр-шыври 82 регионти уйрăмсенчен чи малти. Раççей Пенси фончĕн правленийĕн председателĕ Антон Дроздов çакна ĕнентерсе Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющине Роза Кондратьевăна ятарлă диплом панă.
Сăн ỹкерчĕкре: Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ З.Яковлева коллектив çĕнсе илнĕ дипломсемпе.