30 апреля 2011 г.
Кил-тĕрĕшре, урамсенче, хуçалăхсен, организацисемпе предприятисен таврашĕнче пуçтарăннă çỹп-çапа тасатасси паянхи кун чи малтан пурнăçламалли ĕçсенчен пĕри. Ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче пуçланса çу уйăхĕн 5-мĕшĕччен пыракан уйăхлăха хутшăнса районти кашни ял тăрăхĕнчех экологи субботникĕсем йĕркелерĕç. Елчĕк ял тăрăхĕ. Субботник хыççăн ял тăрăхĕнчи ялсем куç умĕнче илемленсе кайнине кашниех асăрхарĕ пулĕ. Район центрĕнче те çак кунсенче ĕç вĕресе тăчĕ. Предприятисемпе организацисем хăйсене уйăрса панă лаптăксене тасатассипе, пушă вырăнсене кăпкалатса чечексем лартса хăварассипе, картасене сăрлассипе тимлерĕç. Райадминистраци ĕçченĕсем Ырсамайри культурăпа кану паркне йывăç-тĕм лартса хăварчĕç. Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕ. Ял тăрăхĕнчи кашни ялтах урамсене, çырма-çатрасене тасатнисĕр пуçне хуçалăхсенче пуçтарăннă çỹп-çапа автомашинăсем çине тиесе Елчĕкри свалкăна турттарассипе те тимленĕ. Территорие тирпей-илем кĕртес ĕçре шкулсемпе культура ĕçченĕсем, Çирĕклĕ Шăхальти ваттисен çуртĕнче канлĕх тупнă кинемейсемпе мучисем пысăк хастарлăхпа палăрнă. Курнавăш ял тăрăхĕ. Кунти халăх ялсене тирпейленисĕр пуçне масарсене тасатассипе çанă тавăрса ĕçленĕ. Ял тăрăхĕн территорийĕнче вырнаçнă "Колос" хуçалăх хирте 150 тĕп, Турханта 250 тĕп чăрăш лартса хăварнă. Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕ. "Комбайн" хуçалăх ялсенчи, хуçалăхсенчи çỹп-çапа тиесе Елчĕкри свалкăна турттарма кашни уйăхрах трактор уйăрни территорие тирпей-илем кĕртес ĕçре витĕмлĕ пулăшу парать. Вĕренекенсемпе вĕрентекенсем ял тăрăхĕн администрацийĕ валеçсе панă 500 тĕп чăрăша, 50 тĕп хĕрлĕ пилеше шкулсен территорийĕнчи пушă лаптăксене лартса хăварассипе тимленĕ. Аслă Пăла ял тăрăхĕн администрацийĕн çурчĕ хыçĕнчи лаптăкра та йывăçсем лартнă. Тăрăм ял тăрăхĕ. Кунта та масарсене тасатас ĕçе пуçăннă. Çавăн пекех Аттелĕхĕн Аслă вăрçинчен таврăнайманнисене асăнса лартнă палăксене тирпейлессипе, картисене сăрласа илем кỹрессипе çыхăннă ĕçсене те пурнăçланă. Аслă Елчĕк ял тăрăхĕ. Аслă Елчĕксем çырма-çатрасенче пуçтарăннă çỹп-çап куписене, ял тăрăхĕн администрацийĕ, больница, шкул, лавккасен умĕсене, вăрçăран таврăнайман паттăрсене халалланă палăк территорине тасатрĕç. Районти ытти ял тăрăхĕсенче те маларах асăннă ĕçсене пурнăçланă. Территорие тирпей-илем кĕртессине çу уйăхĕн 5-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле.