Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уй-хирте ĕç шавĕ кĕрлет

30 апреля 2011 г.

Уй-хирте ĕç шавĕ кĕрлет

"Прогресс" акционерсен хупă обществинче уй-хирти çурхи ĕçсен калăпăшĕ пысăк. Пĕрчĕллĕ культурăсене пĕтĕмпе 1490 гектар, пĕр çул ỹсекен курăксене 663 гектар, куккурус 285 гектар, çĕр улми 10 гектар акса-лартса хăвармалла. Çанталăк хĕвеллĕ тата çиллĕ тăнине кура çĕр хăвăрт типме пуçларĕ. Юр нумай çурĕ пулин те, шыв тăпрана сăрхăнса кĕчĕ. Çавна май çурхи ĕçсене вăйлатма, кĕске срокра пурнăçлама тивет. "Прогресс" акционерсен хупă обществинче уй-хире çурхи ĕçсене пурнăçлама ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче тухнă. Кĕске вăхăтрах нумай çул ỹсекен курăксене 375 гектар, çĕртмене 873 гектар сỹрелесе хăварнă. 881 гектар çинче çĕре кăпкалатнă. 145 гектар тулă, 60 гектар урпа, пĕр çул ỹсекен курăксене 88 гектар акса хăварнă. Ĕç калăпăшĕ кашни бригадăра тĕрлĕрен. Патреккелсем çурхи культурăсене 410, Елчĕксем 255, Тỹскелсем 330, Ĕнелсем 495 гектар акса хăвармалла. Унсăр пуçне Патреккелĕнче выльăхшăн паха апат - судан курăкне те 50 гектар акасшăн. Ĕнелсем 10 гектар çинче "иккĕмĕш çăкăр" лартасшăн. Хуçалăхра кашни бригадăри уй-хирте ĕç шавĕ тăрать. Çанталăк типĕ тăнине шута илсе, механизаторсем, сеяльщиксем кашни минутпа туллин усă курма тăрăшаççĕ. Ытти ĕçсене пурнăçланă вăхăтра кĕрхи культурăсене, нумай çул ỹсекен курăксене минераллă удобренисемпе апатлантараççĕ, çурхи культурăсене акнă чухне вĕсене пĕрле хываççĕ.

А.КАРЛИН.

Сăн ỹкерчĕксенче: Елчĕк бригадинче çĕре кăпкалатакан агрегата Александр Егоров ăнăçлă ĕçлеттерет; Николай Мальцев механизатор, Владимир Ишмуратов, Анатолий Сайкин сеяльщиксем пĕр çул ỹсекен курăксене акассипе тимлеççĕ.

Сăн ỹкерчĕкĕсем авторăн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика