Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентешсен çитĕнĕвĕсем

23 апреля 2011 г.

Пирĕн районтан тухнă кире пуканĕ йăтакансем юлашки вăхăтра çĕр-шыври пысăк ăмăртусенче палăрнă. Кĕçĕн Таяпара çуралса ỹснĕ, халĕ Чăваш ял хуçалăх академийĕнче вĕренекен спорт мастерĕн кандидачĕ Екатерина Козлова Ярославль облаçĕнчи Рыбинск хулинче иртнĕ Европа чемпионачĕн зонăри ăмăртăвĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннă. 63 кг çитичченхи виçере вăл 24 кг кире пуканне сулахай тата сылтăм алăсемпе 99 хутчен сулласа йăтнă. Пирĕн тепĕр ентеш _ спорт мастерĕ, Кстовăри çар училищин курсанчĕ Сергей Соловьев Раççейри çар училищисен спартакиадинче çĕнтерỹçĕ пулса тăнă. 73 кг çитичченхи виçере вăл 32-шер кг икĕ кире пуканне кăкăр çинчен 110 хут тĕртнĕ, сылтăм тата сулахай алăсемпе 47-шер хут сулласа йăтнă, икĕ енлĕ кĕрешỹре 157 очко пуçтарнă. Тĕнче класлă спорт мастерĕн нормативне тултарма унăн тата 7 очко çитмен. Раççей, çĕр-шывăн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен сборнăйĕсен командисен членĕ халĕ пĕтĕм тĕнчери ăмăртусене хутшăнма хатĕрленет. А.НИКОЛАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика