Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Эх, пурнăç, ăçта пур-ши çăлăнăç?"

23 апреля 2011 г.

Çак сăмахсемпе тухтăр кабинетне кĕрсе тăчĕç вăтам çулсенчи арçынпа хĕрарăм. Арçынни 50 çултан иртнĕ, пĕтĕмпех япăхса кайнă. Хĕрарăмĕ уйрăлса 2 хĕрĕпе хулана тухса кайнă, ĕçлет, ачисене пурнăç çулĕ çине кăларма тăрăшать. Упăшкине шеллесе ăна ĕçкĕрен хăтарма килнĕ. Упăшки вăтам пĕлỹ илнĕ хыççăн ял хуçалăх техникумне пĕтернĕ, бригадир, ферма заведующийĕ пулса ĕçленĕ. Ялта ĕçленĕ вăхăтра улăм, тырă панă тапхăрта килне ỹсĕр килме тытăннă. Кайран хуçалăхĕ саланса арканчĕ. Фермăсене ют çĕртен килсе тимĕр-тăмăра турттарса тухса кайрĕç. Ял саланнăшăн питĕ кулянчĕ упăшки, эрех-сăра ăшне ытларах путса пычĕ. Малтан ĕçтерекенсем те тупăнса пыратчĕç. Каярахпа пĕрле ĕçекенсем ăна хăйсенчен пăрчĕç - усă парайман çынпа кам туслашĕ? Халĕ тивĕçлĕ канăва тухнă амăшĕпе пĕрле эрех-сăра ĕçсе, урăлаймасăр пурăнаççĕ. Пĕр уйăхра пенси укçине 10 пин тенкĕ ĕçсе янă. Ку çеç çитмен, кỹршĕсенчен тата 3 пин тенкĕ кивçен илнĕ. Амăшне эпĕ те хăй вăхăтĕнче неврологи уйрăмĕнче сипленĕччĕ. Нушана лекнĕ хĕрарăм хăйĕн упăшкине кабинетрах ятлать: "Эпĕ амбулатори карточкине черет тăрса илнĕ вăхăтра упăшка больницăри аптекăран икĕ флакон спиртлă шĕвеке кивçен илнĕ укçапа туянса кĕсьене чиксе хунă! Чăтма май çук! Çакăн пек шĕвексене больницăра сутмалла-ши вара? Ялта та ăнланмалла мар спиртлă шĕвексене сутса çынсене анратаççĕ! Магазинсенче те талăкĕпех эрех-сăра сутаççĕ. Ĕçсех вилет халăх! Пĕтетпĕр!" Паллах, эрех-сăра ăшне путнă çынна эмелсем çырса патăм. "Ĕлĕкрех Çĕрпỹ хулинче ЛТП пурччĕ. Пирĕн кỹршĕ П. çавăнта сипленнĕ хыççăн 25 çул ытла эрех-сăра пĕр тумлам та çăвара хыпмасть. Автомашина туянчĕ. Тепĕр 2 çултан хăех пирус туртма та пăрахрĕ", - тет хĕрарăм. Паллах, алкоголизм чирĕнчен сывалас тесен, çыннăн мухмăр чĕртесси çинчен шухăшламалла мар, эрех-сăра сутакан вырăнтан пăрăнса утмалла. Чирлĕ çыннăн арăмне тĕрлĕ шайри пуçлăхсем, шалти ĕçсен районти пайĕ, прокуратура спиртлă шĕвексене сутакансемпе (аптекăсенче, магазинсенче) сăмакун сутакансене "асăрхаманни" пăшăрхантарать, çиллентерет, тĕлĕнтерет. Çавăн пекех алкоголизмпа чирленĕ çын чăваш ĕçки-çикинчен, ялти магазинсен умĕнчен (вĕсен умĕнче иртен-çỹрекенсенчен 5-10-шар тенкĕ ыйтса тăракансем питĕ нумай-çке) пăрăнни те вырăнлă. Кил-çуртра ывăлĕпе пĕрле эрех-сăрапа иртĕхекен амăшĕ те анне мар. Хальхи вăхăтра ялти çынсен сывлăхĕшĕн пĕтĕмĕшле врач практикин 9 офисĕнче ĕçлекенсем тăрăшмалла. Анчах та этем хăй сывлăхĕшĕн хăех яваплă мар-и? Кашнинчех çын çакна çирĕп асра тытмалла: сăра курки, эрех черкки, аптекăсенче сутакан спирт шĕвекĕсене алла тăсса иличчен шутласа пăхмалла: "Кирлех-ши?" Уйрăмах хĕрарăмсене шутлама сĕнесшĕн, мĕншĕн тесен вĕсене пурнăçри пысăк телей - ача çуратса ăрăва тăсма шанса панă. Эпир, медицина ĕçченĕсем, чирлĕ çынна сиплеме яланах хатĕр. Сывалнă вăхăтра, ун хыççăн та çыннăн пĕр курка сăра та, пĕр черкке эрех те ĕçме юрамасть. Унсăрăн, халăх калашле, çыннăн "шалти хурчĕ хускалать, каллех эрех-сăра ыйтма пуçлать". Эрех-сăра ĕçес килекен туйăм тепĕр хут пуçлансан е кăмăл начарлансан, кампа та пулин харкашас килсен тỹрех тухтăрпа канашламалла. Хăвăра хăвăр упрама вăхăт çитнĕ паян. Ыран кая юлма пулать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика