23 апреля 2011 г.
Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче Елчĕк районĕнче Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ - И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн проректорĕ О.Викторов, "Чувашхлебопродукт" патшалăх унитарлă предприятин тĕп директорĕ А.Ласточкин хутшăннă ушкăн Кивĕ Эйпеç, Лаш Таяпа шкулĕсенче вĕрентекенсемпе тата вĕренекенсемпе, вырăнти халăхпа тĕл пулчĕ. Вĕренекенсемпе курнăçнă май шкулсене çĕнĕ кĕнекесем парнелерĕ Олег Николаевич, пĕрлехи информаци кунĕн тĕп темисене хускатнисĕр пуçне воспитани ыйтăвне те çĕклерĕ. Пирус туртнин, эрех-сăрапа, наркотикпа иртĕхнин сиенĕсем çинче уйрăмах тĕплĕн чарăнса тăчĕ, сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пымаллине палăртрĕ. Сăмахĕсене тĕслĕхсемпе çирĕплетнĕ май кулленхи пурнăçра тĕл пулакан пулăмсем пирки каласа пачĕ. Аслăрах классенче вĕренекенсем унран аслă шкулсене вĕренме кĕрес йĕркесемпе паллаштарма ыйтрĕç. Кĕçĕнрех класрисем вара университетри вĕренỹ шкултинчен мĕнпе уйрăлса тăнипе кăсăкланчĕç. А.Ласточкин сывлăх сыхлавне модернизацилес, больницăсенче электрон регистрацине хута ярас ыйтусем çинчен каласа пачĕ. Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Рыбкин тирпей-илем, урамсемпе хуçалăхсен умĕсене, юхан шывсемпе çырмасене таса тытас ыйтусене хускатрĕ. Хăйĕн сăмахĕсенче Виталий Максимович шыв-шур вăхăтĕнче шыв илекен хуçалăхсен хуçисен паянхи кун уйрăмах тимлĕ пулмаллине те асăнчĕ. Çак кун ĕçлĕ визитпа районта пулнă Чăваш Республикин вĕрентỹпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С.Петрова, Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - райадминистрацин вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый "Солнышко" ача садне, Елчĕкри ачасен искусство шкулне, ачасемпе çамрăксен пултарулăх çуртне, Елчĕк шкулне çитсе курнă. Вĕренекенсемпе тата вĕрентекенсемпе тĕл пулнă май С.Петрова вĕренỹ тытăмĕнче çĕнĕ стандартсене пурнăçа кĕртес, шкулсен столовăйĕсенче апат-çимĕç ассортиментне лайăхлатас ыйтусем çинче тĕплĕн чарăнса тăнă. Федерацин Налук службин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертỹçин çумĕ О.Никина Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнчи активпа тĕл пулнă. Асăннă ял тăрăхĕнче вырнаçнă хăш та пĕр лавккасене те çитсе курнă, тавар хакĕсемпе тата пахалăхĕпе паллашнă.