Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малалла ăнтăлмалла

23 апреля 2011 г.

Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен (ХФХ) ертỹçисемпе специалисчĕсен анлă канашлăвĕ иртрĕ. Унта Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Н.Виноградова, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин хутшăнчĕç. Россельхозцентр ФПУн Чăваш Республикинчи филиалĕн ỹсен-тăрансене хỹтĕлекен пайĕн ертỹçи Е.Соколова, "Чувашский" агрохимцентрăн пай ертỹçи Л.Гаврилова, "СтройАгроХимия" ООО директорĕ В.Сидоров, "Восток" ООО директорĕ Г.Якимов, "Химик" суту-илỹ çурчĕ" ООО директорĕ В.Сидоров, "Восток" ООО директорĕ Л.Смирнова, "Агротехкомплект" ООО директорĕ В.Гаврилов, "Чувашагрокомплект" УАО директорĕн пĕрремĕш çумĕ В.Михайлов, Хусанти "Проминтел АГРО" фирмăн суту-илỹ енĕпе ĕçлекен директорĕ Н.Додонов, "ГУТА-страхование" ХАОн Шупашкарти филиалĕн директорĕ Л.Сумина, Роспотребнадзор управленийĕн Патăрьелĕнчи территори пайĕн специалисчĕ О.Иванова, Тутарстанăн Пăвари машинăсем тăвакан завод директорĕн çумĕ В.Ляпунов тата ыттисем тухса калаçрĕç, хăйсен ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕç, ỹсен-тăрана хỹтĕлемелли хатĕрсемпе тĕрлĕ техника пирки каласа пачĕç. "Комбайн" ЯХПК "Ростсельмаш" фирмăра туса кăларнă выльăх апачĕ пухса илекен "Дон" йышши комбайн туяннă. Фирма акци ирттернĕ май, хуçалăх "Лукойл" карточкине, пурĕ 6 пин литр дизель топливи туянмалăх, тивĕçнĕ. Ăна канашлура пачĕç. Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Н.Виноградова республикăри ял хуçалăхĕнчи лару-тăру çинчен чарăнса тăчĕ. Кăçалхи уй-хирти çурхи ĕçсене ирттерме 102 процент вăрлăх хатĕрленĕ, вĕсен 93 процентне кондицие çитернĕ. Хуçалăхсенче минераллă удобренисем, çунтармалли-сĕрмелли материалсем çителĕклĕ. Çурхи ĕçсене пурнăçлама кирлĕ техникăн 98 процент-не хатĕррисен ретне лартнă. Хуçалăхсем 20,7 миллион тенкĕлĕх кредитсем илнĕ. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине аталантарма 128,3 миллион тенкĕ уйăрнă, ỹсен-тăран çитĕнтерекен отрасле 1,661 миллиард тенкĕ уйăрма палăртнă. Иртнĕ çул шăрăх çанталăк пулнине шута илсе, çĕре шăвармалли системăсене ĕçе кĕртмелле. Ку енĕпе патшалăх та хушма укçа-тенкĕ уйăрать. Халь-лĕхе "АСК-Яльчики" агрофирма" ООО анчах заявка тăратнă. Н.Виноградова Елчĕкри выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцинчи О.Мудрецовăна Раççей, "Колос" ЯХПК ертỹçине Н.Зайцева Чăваш Ял хуçалăх министерствисен Хисеп грамотисемпе чысларĕ. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ П.Тремасов 2011 çулхи пĕрремĕш кварталта выльăхсене мĕнле хĕл каçарнине, уй-хирти çурхи ĕçсене пурнăçлама хутшăнакан техникăна хатĕррисен ретне лартнине тишкерсе доклад туса пачĕ. Шăрăх çанталăка пула, пĕлтĕр ял хуçалăх предприятийĕсем, ХФХсем выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлесе хăвараймарĕç. Çапах та ял çынни алă усмасть, ăна ытти тăрăхран илсе килет. Аш-какай туса илессипе ял хуçалăх предприятийĕсем ăнăçлă ĕçленĕ, ăна 35 процент ỹстернĕ, 126 тоннăна çитернĕ. Сĕт туса илесси те тивĕçлĕ шайра. Иртнĕ çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан, ăна 98 тонна ытларах туса илнĕ. Кунта уйрăм çынсен, ХФХсен тỹпи пысăк. Анчах К.Маркс ячĕллĕ, "Свобода", "Колос", "Урожай", "Марс", "Комбайн", "Знамя", "Кушкă" хуçалăхсенче 10-43 процент сахалрах, "Прогресс", "Аранчеево", Ленин ячĕллĕ, "Труд", "Эмметево", "Яманчурино", "Сатурн", "Рассвет", "Победа" хуçалăхсенче 2-36 процент нумайрах сĕт сăваççĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсенче кăçалхи I кварталта кашни ĕнерен сĕт суса илесси пĕлтĕрхи шайрах юлнă. Мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ чакса пыни пăшăрхантарать. Кăçалхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕсене 2 процент чакарнă. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе ХФХсенче вĕсен йышне ỹстернĕ пулсан, уйрăм çынсен хуçалăхĕсенче вĕсене чакарнă. Çакнашкал ỹкерчĕк сыснасен, сăвакан ĕнесен йышĕнче те палăрать. Выльăхсене хĕл каçармалли тапхăрăн 6 уйăхĕнче ял хуçалăх предприятийĕсенче аш-какай туса илессине 961 тоннăна çитернĕ. Уйрăмах "Прогресс", Ленин ячĕллĕ, "Эмметево", "Колос", "Сатурн", "Яманчурино", "Урожай", "Рассвет", "Комбайн" хуçалăхсенче ỹсĕм сисĕмлĕ. Выльăхсем ỹт хушасси чакса пыни вырăнсăр. Иртнĕ çулхипе çак тапхăртине танлаштарсан, мăйракаллă шултра выльăхсем 100 грамм, сыснасем 40 грамм сахалрах ỹт хушнă. Çав вăхăтрах сĕт туса илессине 19,5 процент, кашни ĕнерен сĕт сăвассине 16 процент ỹстернĕ. "Прогресс", "Комбайн", "Победа", "Сатурн", "Рассвет" хуçалăхсенче пăру илессине ỹстернĕ. Выльăхсене хĕл каçарма 21648 тонна апат единици хатĕрленĕ, е кашни условнăй выльăх пуçне 26 центнер. Хальлĕхе вăл 7,97 центнерпа танлашать. Хуçалăхсенче выльăх апатне кỹршĕ республикăсемпе облаçсенчен илсе килессине йĕркеленĕ. Çак тĕллевпе республика бюджетĕнчен 5823 пин тенкĕ уйăрнă. Çавăн пекех пысăк продуктивлă выльăха тытса тăма 1186814 тенкĕ килнĕ. Кăçал çуркунне 8-10 кун кая юлса килет. Акнă лаптăксен пĕр пайĕ пĕтес, тĕрлĕ чирпе сиенленес хăрушлăх та пур. Çавăнпа уй-хирти ĕçсене 5-7 кун хушшинче пурнăçламалла. Ака уйăхĕн 8-16-мĕшĕсенче хуçалăхсенче, ХФХсенче çурхи ĕçсене хутшăнакан ял хуçалăх техникине хатĕррисен ретне мĕнле лартнине тĕрĕсленĕ. Уй-хирти çурхи ĕçсене пурнăçлама "Прогресс" акционерсен хупă обществи, "Комбайн", "Сатурн", "Свобода", "Колос", "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕсем, "Яманчурино", "Победа", "Эмметево" сахал яваплă обществăсем, "Весна" хресчен (фермер) хуçалăхĕ лайăх хатĕрленнĕ. Вĕсенче кондициллĕ вăрлăх, çунтармалли-сĕрмелли материалсем, минераллă удобренисем çителĕклĕ. Хатĕррисен ретне тракторсене, çĕр хатĕрлесе акмалли, пусăрăнтармалли техникăна лартнă. Çакă çурхи ĕçсене хăвăртлатма май парать. Канашлу ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин пĕтĕмлетнĕ. Николай Петрович палăртнă тăрăх, уй-хирти ĕçсене хăвăрт вĕçлемелле. "Нỹрлĕ çĕр çине акса хăваратăн - кнеç пулатăн", - çакăн пек пĕтĕмлетỹ пулчĕ канашлура.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика