Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуткỹлĕн тата тепĕр наука докторĕ

27 апреля 2011 г.

Çуткỹлĕн тата тепĕр наука докторĕ

Пирĕн районтан тухнă паллă çынсен йышĕ çулсерен ỹссе пырать. Вĕсен çитĕнĕвĕсемпе Елчĕк ен чăннипех те мухтанать. Истори наукине тĕпчесе палăрнă Валентина Ивановна Соколова çинчен сăмахăм. Учительтен пуçланă Валентина Ивановна 1950 çулхи пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче Çуткỹл ялĕнчи учитель çемйинче çуралса ỹснĕ. Ялти шкулта 5 класс пĕтернĕ хыççăн Патăрьелĕнчи вăтам шкулта вĕреннĕ. 1969 çулта Канашри педагогика училищинче пуçламăш классен учителĕн специальноçне ала илсен ăна Çĕнĕ Пăвари вăтам шкула пĕрремĕш класри ачасене вĕрентме яраççĕ. 4 çул пĕрле ĕçлеме тỹр килчĕ пире. Çак вăхăтра эпир питĕ çывăх юлташсем пулса тăтăмăр. Ун чухне иксĕмĕр те пирĕн туслăх ĕмĕрлĕхе пуласса шутлама та пултарайман. Паянхи пекех астăватăп, Валентина Ивановнăна шкул ачисем, вĕсен ашшĕ-амăшĕ, учительсем _ пурте кăмăллатчĕç. Мĕнле юратмăн чунĕпе те, ĕçĕпе те илемлĕ çамрăк вĕрентекене! Обществăлла ĕçсене яланах хутшăнатчĕ. 70-мĕш çулсенче шкул коллективĕ час-часах ял халăхне концерт-спектакльсем кăтартатчĕ. Çывăх тантăшăм çав концертсене ертсе пыратчĕ, баянпа ăста калатчĕ. Пĕр çулхине вăл ертсе пынипе учительсен пултарулăх ушкăнĕ районти смотр-конкурсра çĕнтерчĕ. Спектакльсенче вара тĕп рольсене яланах ăна выляттаратчĕç. Ачасен пултарулăх кружокне вĕренекенсем хапăлласа çỹретчĕç. Мĕн чухлĕ çĕнĕ юрра икĕ сасăпа юрлама вĕрентмен-ши вăл ачасене, учительсене! Баян сассине илтсенех пурте ун патне туртăнатчĕç. Çĕнĕ Пăва шкулĕнче вĕреннĕ Чăваш халăх артисчĕн Вячеслав Христофоровăн музыкăна юратас туйăмĕ те унранах килнĕ-тĕр. Валентина Ивановна унăн пĕрремĕш учителĕ-çке. Ялти çамрăксене те концертсене ха-тĕрленме пулăшатчĕ вăл. Часах хĕр хăй пекех пултаруллă Аслă Шăхаль каччине, Мускаври пограничниксем хатĕрлекен çар училищинче вĕренекен Михаил Павловичпа паллашать. Нумаях та вăхăт иртмест, çамрăксем çемье çавăраççĕ. 1973 çулта КГБ офицерĕн çемйине шăпа Украинăна илсе çитерет. 1973-1976 çулсенче Валентина Ивановна Черновцы облаçĕнчи Новоселица районне кĕрекен Мамалыгăри вăтам шкулта ачасене музыкăна вĕрентет, шкул çумĕнчи интернатра воспитательница пулса ĕçлет. 1976-1980 çулсенче Черновцы хулинчи 15-мĕш номерлĕ вăтам шкулта, 2-мĕш номерлĕ интернатра тăрăшать. 1977 çулта куçăмсăр майпа И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнчен вĕренсе тухать. 1980-1984 çулсенче Соколовсем Америкăри Пĕрлешỹллĕ Штатсенче вăрах вăхăтлă командировкăра пулаççĕ. Михаил Павлович Вашингтонри Совет Союзĕн посольствине хураллакан службăн начальникĕнче вăй хурать, Валентина Ивановна _ Совет Союзĕн суту-илỹ представительствинче. Каярахпа ăна посольствăна тĕрлĕ çĕр-шывсенчен килекен делегацисене, хăнасене, политикăпа общество деятелĕсене йышăннă çĕрте ĕçлеме шанаççĕ. Д.Картера, Р.Рейгана мăшăрĕсемпе пĕрле, Д.Рокфеллера тата ытти Америка деятелĕсене, Совет Союзĕн ют çĕр-шыв ĕçĕсен министрне А.Громыкăна кĕтсе илни унăн асĕнче яланлăха тăрса юлнă. Вăл каласа панă тăрăх, час-часах посольствăра хамăр çĕр-шывран килнĕ политика деятелĕсемпе ирттернĕ тĕл пулусенче О.Табаков, О.Ефремов, Л.Зыкина, Н.Михалков тата ытти паллă артистсем, космонавтсем, ученăйсем те пулнă. Валентина Ивановна хăйĕн пултарулăхне унта та тĕрлĕ енчен кăтартать. Вăхăт малалла шăвать. 1984 çулта çемье Совет Союзне таврăнать. Валентина Ивановна посольствăран янă юлашки çырури çак йĕркесем яланлăха ман асăмра юлчĕç: "Калас пулать, пире Тăван çĕр-шыв шанни _ пирĕншĕн питĕ пысăк чыс, темрен те паха. Эпир хамăрăн тивĕçе пурнăçларăмăр. Тăван çĕр-шыв вăл чи хакли. Пурăнас пулать Тăван çĕр-шывра. Питĕ тунсăхларăмăр вĕт". Валентина Ивановна пурнăçа юратса, хавхалану туйăмĕпе педагог ĕçне малалла тăсать. 1984-1996 çулсенче Черновцы, Симферополь хулисенчи шкулсенче пуçламăш классенчи ачасене пĕлỹ парать тата аслă классенче истори урокĕсене ирттерет. Тăван ен туртăмĕ Çулсем иртнĕçемĕн çемьене Чăваш çĕр-шывĕ хăй еннелле туртать. 1997-2000 çулсенче чăваш хĕрĕ Шупашкарти 7-мĕш номерлĕ вăтам шкулта, 37-мĕш номерлĕ шкул-гимназинче директорăн вĕрентỹпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕнче вăй хурать, историпе экономикăна вĕрентет. 2000 çулхи авăн уйăхĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи Тăван çĕр-шыв историйĕн кафедринче аслă преподавательте ĕçлеме пуçлать. 2003 çул çак кафедрăн доценчĕ пулса тăрать. Наука ĕçĕнче çĕнĕ тĕпчевсем тăвать. 2002 çулхи кăрлачăн 25-мĕшĕнче ăна "Молодежь Чувашии в 1917-1941 годы: исторический опыт социально-политической организации" ĕçшĕн истори наукисен кандидачĕн ятне параççĕ. Валентина Ивановна пĕр тăхтаса тăмасăр çак проблемăна тата тарăнтарах уçса парас тĕлĕшпе малалла ĕçлет, наука ĕçĕсем çырать. Хальхи вăхăтра унăн 4 монографи, 40 ытла наука ĕçĕ. Хăйĕн ăслăлăх статйисене Самарта, Хусанта, Саратовра, Мускавра тухса тăракан хаçат-журналта пичетлет. 2011 çулхи кăрлачăн 28-мĕшĕнче Мускаври аслă аттестаци комиссийĕ ăна "Молодежь Чувашии в 1917-1985 годы: исторический опыт реализации советской молодежной политики" ĕçшĕн истори наукисен докторĕн ятне пама йышăннă. Общество ĕçĕсене те активлă хутшăнать педагог. Чăваш патшалăх университетĕнчи хĕрарăмсен канашне ертсе пырать. Чăваш энциклопедине кăларма хутшăнать. Тĕлĕнмелле те, пурнăç шăпи таçта та илсе çитернине пула мĕнле тĕрлĕ наци çыннисемпе кăна ĕçлеме лекмен Валентина Ивановнăна. Пур çĕрте те вăл вырăнти халăхпа пĕр чĕлхе тупма пĕлнĕ, унăн ĕçне яланах тивĕçлипе хакланă. 1987 çул ăна УССР Çут ĕç министерствин Хисеп грамотипе, 1989 çул УССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе чысланă. 1993 çул вăл Черновцы облаçĕнчи "Учитель года _ 93" конкурсра çĕнтерỹçĕ пулса тăнă. 2002 çултанпа Валентина Ивановна Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентỹ ĕçĕн хисеплĕ ĕçченĕ. Калас пулать, пĕрле ĕçлекенсем ăна яланах хисепленĕ, вĕренекенĕсем юратнă, пур çĕрте те вăл ĕçе чунтан парăнса ĕçленипе палăрнă. Акă мĕн çырать ун пирки И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи Тăван çĕр-шыв историйĕн кафедрин заведующийĕ И.И.Демидова профессор иртнĕ çулхи пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче "Ульяновец" хаçатра пичетленнĕ "Честное служение делу" ятлă статйинче: "Все члены кафедры горды тем, что работают вместе с В.И.Соколовой _ талантливым педагогом с высоконравственными качествами и чутким, отзывчивым сердцем". Унпа курса калаçма кăмăллă яланах. Вăл çынра хавхалану туйăмĕ çуратать. Мăшăрĕпе иккĕшĕ те çул çỹреме, тĕрлĕ çĕр-шыври пурнăçпа паллашма юратаççĕ. Канадăра, Турцире, Египетра, Индинче тата ытти нумай çĕр-шывра пулса курнă вĕсем. Валентина Ивановнăпа мăшăрĕ 39 çул пĕр-пĕрне хисеплесе, килĕштерсе пурăнаççĕ. Михаил Павлович, хăй те ертсе пыракан должноçсенче вăй хунăскер (халĕ тивĕçлĕ канура), юратнă мăшăрĕн ĕçри çитĕнĕвĕсемпе савăнать, ăна çĕнĕ ỹсĕмсем тума хавхалантарать. Соколовсем икĕ хĕр çитĕнтернĕ. Иккĕшĕ те ертсе пыракан пултаруллă специалистсем, ют çĕр-шыв офицерĕсемпе мăшăрланнă. Аслă хĕрĕ, Алена, Украинăри Черновцы хулинче пурăнать. Кĕçĕнни, Таня, _ Нидерланд Королевствинчи Арнем хулинче. Хĕрĕсем хăйсем пекех пултаруллă пулнипе тата икĕ мăнукĕн вĕренỹри çитĕнĕвĕсемпе савăнаççĕ кукашшĕпе кукамăшĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: В.Соколова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика