27 апреля 2011 г.
Елчĕкри искусство шкулĕнче ташă уйрăмне уçнăранпа 15 çул çитет. Пĕрремĕш ташă кружокне тин çеç культура училищинчи ташă уйрăмне пĕтернĕ Патреккел хĕрĕ И. Крылова ертсе пынă. Малтанхи çулсенче ташă урокĕсем ирттерме ятарлă пỹлĕм те пулман. Чи малтанах искусство шкулĕ унчченхи аэродром çуртĕнче вырнаçрĕ. Каярахпа хореографи уйрăмне, çамрăксен пултарулăх çуртне куçарчĕç. 2003 çулта Елчĕкре капмар кермен - искусство шкулĕ ỹссе ларчĕ. Халĕ кунта кашни уйрăмăн хăйĕн çутă та пысăк класс, ачасене вĕрентме нимĕн те чăрмантармасть. Çакăн пек лайăх условисем тăвас ĕçре ун чухнехи искусство шкулĕн директорĕ Антонина Питеркина нумай тăрăшрĕ. Пысăк тав ăна. 15 çулта 51 ташăçă вĕрентсе кăларнă. Районти мероприятисенче çеç мар, республикăри конкурссене те хутшăнса малти вырăнсене йышăнтăмăр. Вĕренекенĕсенчен пĕр хĕр ача çеç хăйĕн пуласлăхне ташăпа çыхăнтарнă пулин те, кунта вĕренсе тухнисем ташлама çỹренĕшĕн пĕрре те ỹкĕнмеççĕ. Ташă хăйсене сцена çинче ирĕккĕн тытма, хул-çурăма çирĕплетме, илемлĕ утма вĕрентнĕшĕн тав тăваççĕ. Искусство шкулне ташлама вĕренес текенсем кашни çулах чылаййăн çырăнаççĕ, анчах чи чăтăмлисем çеç вĕçне çитиччен вĕренсе тухаççĕ. "Ташласси нимĕн те мар", - тесе шутлаççĕ пулĕ хăш-пĕрисем. Кунта спортри пекех тар тăкса ĕçлемелле, музыкăпа пĕрле хусканусем тума, кашнине астуса юлма пĕлмелле. Репертуар та кашни çулах улшăнса пырать. Чăваш, вырăс, тутар халăх ташшисемпе пĕрлех ачасем хальхи çамрăксен ташшисене те кăмăллаççĕ. Кăçал вăтам çулсенчи ачасен ушкăнĕ "Тарантелла" тата "Калинка" ташшисемпе Çĕнĕ Шупашкарта "Веселый башмачок" конкурсра пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче иртнĕ "Вдохновение" конкурсра пулса вĕренекенсем иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Вĕсене "Чăваш Енĕн пултаруллă ачисем" лауреат шутне кĕртнĕ. Районта ташлама юратакансем сахал мар. Курнавăшри культурăпа кану центрĕн директорĕ П.Смирнов кашни çулах "Грация" фестиваль-конкурс йĕркелет. Районти чи маттур çамрăксем пуçтарăнаççĕ унта. Аслă Елчĕкри ташă кружокĕ çулталăк çеç ĕçлет пулсан та кунти чи кĕçĕн çулхи ачасем хĕвел тухăç халăх ташшине ташласа мала тухрĕç. Ака уйăхĕн 29-мĕшĕ - пĕтĕм тĕнчери ташă юратакансен кунĕ. Çав ятпа кăçал иккĕмĕш çул ĕнтĕ искусство шкулĕнче "Ташă марафонĕ" конкурс иртет. Ташлама юратакансем, килĕр уява, хăвăр ташшăрсемпе çынсене савăнтарăр, тĕлĕнтерĕр!