Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Коррупцие хирĕç

27 апреля 2011 г.

кĕрешесси - çĕр-шыв шайĕнчи пысăк ыйту. Асăннă сăмаха юридика терминĕсен вырăсла-чăвашла словарĕнче çапла куçарнă: коррупци - сутăну, сутăнни (политикăра, патшалăх органĕсенче ĕçлекенсен преступленийĕсем çинчен). Раççей Федерацийĕнче 2008 çулхи раштав уйăхĕн 25-мĕшĕнче "Корррупцие хирĕç кĕрешесси çинчен" 273 номерлĕ саккун йышăннă. Асăннă саккунăн 8 статйин 1 пайĕпе килĕшỹллĕн, Раççей Федерацийĕн право акчĕсенче палăртнă списока кĕрекен патшалăх тата муниципалитет службин должноçне йышăнас текенĕн тата йышăнаканăн ĕç паракана хăйĕн тупăшĕ, хăйĕн тата мăшăрĕн, çула çитмен ачисен пурлăхĕ, пурлăхпа çыхăннă обязательствăсем çинчен пĕлтерекен сведенисем тăратмалла. Ĕç параканăн асăннă сведенисем чăнлăхпа килĕшсе тăнине тĕрĕслеме ирĕк пур. Муниципалитет тата патшалăх служащийĕсем маларах асăннă сведенисене тăратманни право йĕркине пăсни çинчен калать, çавна май вĕсене йышăнакан должноçран хăтарма е дисциплина тĕлĕшĕнчен явап тыттарма пултараççĕ. Маларах палăртнă должноçсене ĕçе илнĕ чухне Раççей Федерацийĕн 2009 çулхи çу уйăхĕн 18-мĕшĕнчи 559 номерлĕ йышăнăвне те тĕпе хураççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика