Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хурт-хăмăра пулăшасшăн

27 апреля 2011 г.

Хурт-хăмăра пулăшасшăн Пĕлтĕрхи шăрăх çанталăк утар-çăсене нумай чăрмав кỹнĕ пирки тĕплĕн ăнлантарнăччĕ. Анчах ун чухне кăçалхи çуркунне çакăн пек тăсăлса каясса шутлама та пултарайман: утарçăсен умне питĕ пысăк чăрмав сиксе тухрĕ. Пĕлтĕр питĕ шăрăх пулнипе амасем çителĕклĕ çăвăр сапса хĕлле валли çамрăк та вăйлă вĕлле хурчĕсем хăвараймарĕç, хĕл каçма ватăрах хуртсем нумайрах юлчĕç. Вĕсен çуркунне хăйсен вырăнне пĕрер личинка туса çамрăк вĕлле хурчĕ хăвармалла. Анчах та ун пек тума çанталăк условийĕсем кăçал урăхларах килсе тухрĕç. Тепĕр пысăк чăрмав - вĕллесенче перга сахал пулни. Перга (вĕлле хурчĕн çăкăрĕ) пулмасан личинкăсене çитермелли паха апат çук, çавăнпа вĕлле çемйисене çуркунне аталанса кайма питĕ йывăр. Ытти çулсенче ку вăхăтра çут çанталăкран чечек тусанĕ (пыльца) самаях кĕрсе пынă. Çавăнпа вĕлле хурчĕсем çăвăрсене аван аталантарса пыма пултарнă. Кăçал пачах урăхла - вĕлле хурчĕсем хĕл каçнă пулсан та вилсе пĕтме пултараççĕ. Утар-çăсен пыл хурчĕсене хăтарса хăвармалла. Халĕ хурт-хăмăр лавккинче инвертный сироп тата перга пур. Мĕн-ха инвертный сироп? Ку паха апат вĕлле хурчĕсемшĕн хатĕр. Кормушка çинчен илмелле те организмне хавшатмасăр хăйсене кирлĕ пек апата куçарса ячейкăсене хумалла, вăй, вăхăт пĕтермесĕр ун хыççăн ăна хăйсен çимелле е çăвăрсене çитермелле. Кашни вĕллене малтан 200-300-шер грамм перга парса пулăшмалла. Çакăн пек тусан вĕлле хурчĕсене кăçалхи çул аталанса кайма пысăк пулăшу пулĕччĕ. Енчен те çакна пурнăçламасан хĕл каçнă хуртсем хăйсен вырăнне çамрăк вĕлле хурчĕ хăварайман пирки çемье пĕтсе ларма пултарать. Ахаль сахăр сиропĕ парсан ăна вĕлле хурчĕсен хăйсене кирлĕ пек туса çитермелле, хатĕр апата куçармалла. Кунта нумай вăй тата вăхăт кирлĕ. Çанталăк сивĕ тăнă пирки çут çанталăкран çĕнĕ чечек тусанĕ (пыльца) та кĕмест. Çак йывăрлăха шута илсе кăçалхи çул вĕлле хурчĕсене сыхласа хăварса кашни вĕллерен пыл илессине чакарас марччĕ, кăнтăр районĕсенче юлашки çулсенче тунă çитĕнỹсене çухатас марччĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика