Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ стандартсене пурнăçа кĕртме вăхăт

27 апреля 2011 г.

 Вĕренỹ сферинче паянхи кун вĕрентĕвĕн çĕнĕ стандарчĕсене пурнăçа кĕртес ыйту çивĕч тăрать. Чăваш Республикин вĕренỹпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С.Петрова районта пулнă май шăпах çак ыйтăва хускатнă. Министр çумĕ чи малтанах Елчĕк шкулĕнче вĕрентĕвĕн çĕнĕ стандарчĕсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе мĕнле ĕçсем пурнăçланипе кăсăкланнă. Çак кунсенче кĕçĕн классене вĕрентекен çуртра кивĕ чỹречесене пластикрен хатĕрленисемпе улăштарнă, путвал пулнă вырăна юсаса кунта пĕчĕк спорт залĕ туса хунă. Паянхи кун ăшă туалет хута ярас ĕç пырать. Классем çĕнĕ йышши техникăпа пуянланнă май вĕсенче компьютерсем, интерактивлă доска, принтерсемпе сканерсем вырăн тупнă. Çывăх вăхăтра тата 80 пин тенкĕлĕх оргтехника туянма заказ панă. С.Петрова çавăн пекех асăннă шкулта хими предметне ертсе пыракан В.Леваяна "Династия" фонд вĕрентекенсем хушшинче ирттерекен саккăрмĕш конкурсра "Пулас ăсчахсен наставникĕ" номинаци çĕнтерỹçи пулнă ятпа саламланă. Асăннă конкурса хутшăнма нимĕнле анкета çырса тултарма тата заявлени тăратма кирлĕ мар. Вĕрентекен хăйĕн предметне лайăх пĕлни тата пĕлĕве ачасем патне çитерме пултарни анчах кирлĕ. Унăн вĕренекенĕсем аслă шкулсене вĕренме кĕнĕ май вĕсен йышне кура лауреатсене палăртаççĕ. С.Петрова Елчĕкри "Солнышко" ача садĕнче ачасене тивĕçекен кулленхи менюпа паллашнă, ачасем валли хушма вырăнсем уçас ыйтăва çĕкленĕ. Ача садĕнче логопед штачĕ уçма сĕннĕ. Елчĕкри искусство шкулĕн воспитанникĕсем республика шайĕнчи конкурссенче час-часах палăрнинче преподавательсен тỹпи пысăк пулнине палăртнă, тỹлевлĕ хушма кружоксем йĕркелес ыйтăва та çĕкленĕ. Каярах министр çумĕ Елчĕк райадминистрацин вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн тата Елчĕк халăхне социаллă пулăшу паракан уйрăм ертỹçисемпе тĕл пулнă май çуллахи вăхăтра вĕренекенсене тивĕçлĕ канма тата ĕçлеме, сывлăхĕсене çирĕплетме пулăшакан лагерьсем йĕркелес ыйтăва хускатнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика