27 апреля 2011 г.
Ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче - Пĕтĕм тĕнчери ĕç сыхлавĕн кунĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ - ĕç паракансене работниксен ĕç условийĕсене лайăхлатма, травма илессинчен сыхлама хистесси, тивĕçлĕ ĕç условийĕсем туса парасси. 2010 çулта, кăçалхи пĕрремĕш кварталта Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕ ĕç сыхлавĕн йĕркисене пăснă 13 фактпа тĕрĕслев ирттернĕ. Хăрушсăрлăх техникин тата ĕç сыхлавĕн правилисене пăснă тĕслĕхсемпе уголовнăй ĕçсем пуçарман пулин те, ку ыйту çивĕч тăрать. Ĕç сыхлавĕн йĕркисене пăснине пула ĕçлекенсем суранланнă тĕслĕхсем пайтах. Должноçри çынсем хăрушсăрлăх техникин правилисене вĕрентессине çиелтен йĕркелеççĕ, ĕçлекенсене ятарлă тумтирпе, хỹтĕленмелли хатĕрсемпе тивĕçтермеççĕ. Ĕçлекенсем хăйсем те производство дисциплинине, ĕç сыхлавĕн инструкцийĕсене пăхăнмаççĕ, ĕç вăхăтĕнче эрех ĕçеççĕ. Çавна пула ĕçре суранланаççĕ. Эпир ĕçлекенсене тата ĕç паракансене çапла чĕнсе калатпăр: производствăри ĕç кунне хăрушсăрлăх техники кăларса тăратакан требованисенчен пуçламалла. Мĕншĕн тесен ĕçлекенсен пурнăçĕ тата сывлăхĕ чи хаклă пуянлăх шутланать. Вăл хăрушсăрлăх йĕркисене хамăр мĕнле пурнăçланинчен килет.