Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пай çĕрĕ пустуй ан вырттăр

27 апреля 2011 г.

Район администрацийĕн ларусем ирттермелли пысăк залĕнче ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен çаврăнăшĕпе çыхăннă ыйтусемпе семинар-канашлу пулса иртрĕ. Унта районти хуçалăхсен, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертỹçисемпе тĕп бухгалтерĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем, Росреестрăн Чăваш Республикинчи Управленийĕн руководителĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Е.Карпеева, пай начальникĕ Т.Расколова, Чăваш Республикин Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министерствин пай начальникĕ И.Модина, Чăваш Республикинчи "Çĕр кадастрĕн палати" патшалăх учрежденийĕн тĕп технологĕ Ю.Иванов, О.Пасхина нотариус хутшăнчĕç. Канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пычĕ. Астăватăп-ха, пĕр çирĕм çул каялла ял совечĕ çĕр улми лартса илме кашни çемьене 10 сотка е ытларах çĕр уйăрса паратчĕ. Вăл çĕре илес тесе пит хытă кăшкăрашакансем йышлăччĕ. Чылайăшĕн пахалăхлă, çырма-çатрасăр, тỹрĕ лаптăк илсе юлас килетчĕ. Харсăррисем кỹршĕ-аршăна, хурăнташа та картмастчĕç. Чăннипех те "чĕлхеллисем" лайăх çĕрсене илсе юлчĕç ун чухне. Хăйсем килĕштерсе çĕнсе илнĕ çĕрсене малтанхи çулсенче аванах акса-лартса тăчĕç-ха, юлашки çулсенче вара çĕршĕн çапăçакансене паха пай илĕртме пăрăхрĕ. Çỹллĕ çум курăк çитĕнме пуçларĕ вĕсен уйĕсенче. Çавăнпа та чылайăшĕ хăйсен пайĕсене пăрахрĕ, лайăх çĕрпе те пĕлсе усă курма пĕлеймерĕ. Малашне хуçалăхсен, ял тăрăхĕсен, пай çĕрĕпе уйрăлса тухнă уйрăм çынсен усă курман çĕрĕсем çум курăк ăшне путмĕç. Мĕншĕн тесен саккунпа ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене палăртнă вăхăтра производствăпа çыхăннă ĕç пурнăçламан должноçри çынсен тата предприятисемпе организацисен, пай çĕрĕн хуçисен яваплăхне çĕнĕ саккунра палăрмаллах ỹстернĕ. Пай çĕрĕсен хуçисене, должноçри çынсене, предприятисемпе организацисене штрафсем тỹлеттереççĕ. Анана виçĕ çул е ытларах пушă вырттарсан туртса илме те пултараççĕ. Паян тухнă йăла мар, мĕн авалтан çĕр ыйтăвĕ хресчене калаçтарнă, тавлаштарнă. Çапла пулмасăр, ял çыннин пĕртен-пĕр пысăк пурлăхĕ-çке çĕр-аннемĕр. Унпа пĕлсе усă курсан кĕмĕлне те парать вăл. Анчах... Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Д.А.Медведев 2010 çулхи раштав уйăхĕн 29-мĕшĕнче çирĕплетнĕ "Раççей Федерацийĕн уйрăм саккун акчĕсен ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен çаврăнăшне хăвăртлатассипе çыхăннă пайĕсене улшăнусем кĕртесси çинчен" саккунĕ вăя кĕрсен ял çынни пушшех хыпăнса ỹкрĕ. Ял тăрăхĕсен, хуçалăхсен ертỹçисем, пай çĕрĕсен хуçисем ку енĕпе нумай тăрăшрĕç тата ĕçлемелли те пайтах-ха. Саккун мĕн пур пай çĕрĕн уйрăм харпăрлăх правине патшалăх регистрацийĕ витĕр кăларма, çĕр лаптăкĕсене уйрăм харпăрлăха илме май туса парать-çке. Ан тив, вĕсен хуçисем ял хуçалăх производствине инвестицине хывччăр, ăна аталантарма нумай вăхăтлăха паракан кредитсем илччĕр, халĕччен усă курман çĕре пусă çаврăнăшне кĕртчĕр, çĕр хутшăнăвĕсене çĕнĕ вăйпа йĕркелеччĕр. Çĕр саккунĕнчи улшăнусем икĕ тапхăртан тăнине вулакансем пĕлеççĕ пулĕ. Пĕрремĕшĕ иртнĕ çулхи раштав уйăхĕнчен пуçланнă, иккĕмĕшĕ тепĕр уйăхран, утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен, вăя кĕрет. Шутлă кунсем юлнăран, пайсене хăйсем çине куçарса ĕлкĕреймен çĕр хуçисен çанă тавăрса юлашки документсене туса пĕтермелле. Акă, пай çĕрĕсене уйăрса кăларса уйрăм харпăрлăха илмелли тата харпăрлăх правине регистрацилемелли тỹлев улшăннă. Малашне агропромышленность организацийĕ те, хресчен-фермер хуçалăхĕ те, ытти харпăрлăхлă тытăм та Раççей Федерацийĕн субъекчĕн саккунĕпе çирĕплетнĕ хакпа пайсем туянма, сухалакан-акакан çĕрĕн харпăрлăх правине нумай вăхăтлăха (яланлăха) регистрацилеме пултарать. Çĕрĕн кадастр тỹлевĕ хальлĕхе 15 процентĕнчен хаклăрах пулмалла мар. Кăçалччен пайăн уйрăм харпăрлăх правине пĕр уйри тепĕр пай хуçине е пачах урăх çĕрти çынна уйăрса кăларас тĕллевпе кадастр ĕçне саккунпа килĕшỹллĕн пурнăçлаттарсан кăна сутма е парнелеме пултарнă пулсан, ỹлĕм вара лаптăка çĕр виçекене кастарса тăкакланмасăрах тата тỹлевсĕрех предприяти-организацие е пĕр-пĕр çынна парнелеме ирĕк пур. Çак ыйтăва татса пама Раççей Федерацийĕн картографи, кадастр тата патшалăх регистрацийĕн республикăри управленине заявлени çырмалла. Çын уйрăм харпăрлăх прависĕр юлнине регистрациленĕ кунран пуçласа пай хуçи пулма пăрахать. Шупашкартан килнĕ специалитстсем пĕлтернĕ тăрăх, кирек мĕнле заявленипе те хулана килсе çỹрес çук. Паян электронлă почтăпа пĕлсе усă курни питĕ вырăнлă. Пай çĕрĕпе сиксе тухакан ыйтусем йышлă, тĕрĕссипе, çĕр саккунне ăнланса пĕтерме те çăмăл мар. Çавăнпа та Чăваш Республикин Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министерствин порталне кĕрсе çĕнĕлĕхсемпе тĕплĕнрех паллашма пулать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика