27 апреля 2011 г.
Районта уй-хир ĕçĕсем пуçланчĕç. Тунти кун "Яманчурино", "Свобода", "Сатурн", "Комбайн", "Победа", "Кушкă" хуçалăхсем çĕр лаптăкĕсене сỹрелеме тухнă. Пĕр вăхăтрах "Комбайнра", "Победăра" нумай çул ỹсекен культурăсене минераллă удобренисемпе апатлантараççĕ. "Сатурн" хуçалăх вара пуринчен малтан ака ĕçĕсене пуçăннă. Район админи-страцийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ П.Тремасов пĕлтернĕ тăрăх, ĕнер нỹрĕк тытма "Прогресс", "Рассвет", "Урожай", "Колос", Ленин ячĕллĕ хуçалăхсем те тухнă. Хĕвеллĕ те çиллĕ çанталăка пула çĕр хăвăрт типет. Çă-кăрлă пулас тесен кашни хуçалăхăн ним тăхтаса тăмасăр нỹрĕк тытма, пĕр-чĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акма тухмалла.