27 апреля 2011 г.
Ĕнер "Сатурн" хуçалăхра сĕлĕ акма тухнă. Ака ĕçне пурнăçлама Радик Квасов, Олег Жаров, Владимир Кукурузов, Владимир Крысов, Вениамин Лисицын, Александр Курчин, Владимир Егоров механизаторсене, Н.Купташкин водителе тата ыттисене те шаннă. Çирĕплетнĕ ĕç планĕпе килĕшỹллĕн, хуçалăхра çур акинче 25 гектар лаптăк çинче сĕлĕ, 183 гектар урпа, 100 гектар тулă акса хăвармалла. Унсăр пуçне хуçалăхра 60 гектар пĕр çул ỹсекен курăк, 130 гектар кукуруза, 50 гектар çĕр улми акма палăртнă. Кĕр тыррине пĕлтĕр пурĕ 110 гектар лаптăк çинче акса хăварнă. Пысăк тухăç никĕсĕ паха вăрлăхра пулнине лайăх ăнланаççĕ хуçалăхра, çавна май вăрлăха çулсеренех çĕнетсе пыраççĕ. Уй-хир паян ĕç шавĕпе тулнă. Кунта кĕрхи çĕртме лаптăкне нỹрĕк тытса хăварассипе, нумай çул ỹсекен курăксене сỹрелессипе те тухăçлă ĕçлесе пыраççĕ. Ятарласа çирĕплетнĕ ушкăн çĕр улмине яровизацилеме кăларнă. Тĕш тырă культурисене им-çамлас ĕçе вĕçленĕ. Ака ĕçĕ ирттерме кăçал пурĕ 95 тонна минераллă удобрени хатĕрленĕ, çунтармалли-сĕрмелли материалсене те çителĕклĕ таран туяннă. Хирти техникăна чăрмавсăр ĕçлеттерессишĕн яваплă çынсем пурте ĕç вырăнĕнче. Хуçалăх ертỹçи Ю.Викентьев кашни ĕçченпех кăмăллă.
Е.ПЕТРОВА.
Сăн ỹкерчĕкре: Р.Квасовпа О.Жаров механизаторсем сĕлĕ акаççĕ.