27 апреля 2011 г.
Виçĕм кун район администрацийĕнче район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисен канашлăвне район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынă. Район администрацийĕн пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ П.Иванов ял тăрăхĕсенче суту-илỹн яланхи ярмăрккисем йĕркелесси çинчен каласа пачĕ. Çавна май канашлăва çак ĕçе йĕркелеме пултаракан предпринимательсене чĕннĕ. П.Иванов ярмăрккăсене йĕркелессинчи тĕп ĕçсене ăнлантарса пачĕ. Çур аки çитрĕ. Кăçал юр нумай çурĕ пулин те, нỹрĕк çĕре сăрхăнса кĕчĕ. Анчах икĕ çула яхăн çумăр çуман çĕре çакă çителĕксĕр. Çавăнпа çурхи уй-хир ĕçĕсене нихçанхинчен те хăвăрт, пысăк пахалăхпа пурнăçламалла. Ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ П.Тремасов палăртнă тăрăх "Сатурн", "Комбайн", "Победа", "Рассвет", "Арланово", "Кушкă" хуçалăхсем тунти кун, ытлари кун нỹрĕк тытма, çĕре культиваци тума, хăш-пĕр хуçалăхсем çурхи культурăсене минераллă удобренисемпе апатлантарма тухаççĕ. Çакна ырламалла çеç, ыттисен те вĕсенчен юлмалла мар. Çурхи кун çулталăк тăрантарать. Çакăн пирки район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин та аса илтерчĕ. Эрне кун районти ялсене тирпей-илем кĕртес енĕпе пĕрлехи субботник ирттерме палăртнă. Анчах çак куна кĕтмелле маррине, çỹп-çапа тасатма паян-ыран пуçăнмаллине палăртрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренỹ тата çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый.
Канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те пăхса тухнă.