Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юлташне асăнса

20 апреля 2011 г.

Юлташне асăнса Александр Николаевич Кедров штанга йăтассипе Чăваш Республикин тата Елчĕк районĕн чемпионĕ пулнă. Шел, автоаваринче пурнăçĕ унăн вăхăтсăр таталчĕ. Мал ĕмĕтлĕ спортсмена асăнса ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ йывăр атлетсен ăмăртăвне ирттерет. Ăна тус-юлташĕсем те ирттерме пулăшаççĕ. Кăçалхи турнир валли дипломсемпе медальсене, кубоксене Елчĕкри Сергей Александрович Карамаликов хатĕрленĕ. Ăмăртăва районти шкулсенче вĕренекен 50 çамрăк штангист хутшăнчĕ. Турнир çивĕч иртрĕ. Кашни атлет хăйĕн пултарулăхĕпе тĕлĕнтерме тăрăшрĕ. 34 кг çитичченхи виçере Çĕнĕ Пăвари А.Чугунов çĕнтерỹçĕ ята тивĕçрĕ. 2, 3-мĕш вырăнсенче Энтепери А.Ивановпа Çĕнĕ Пăвари Д.Пробкин. Ытти виçесен категорийĕнчи çĕнтерỹçĕсемпе призерсем те паллă. 38 кг çитичченхи: 1. С.Мальцев (Энтепе). 2. Д.Александров (Елчĕк). 42 кг çитичченхи: 1. В.Новиков (Курнавăш). 2. Н.Конюков. 3. А.Грибов (иккĕшĕ те Çĕнĕ Пăва). Хĕр ачасенчен В.Ананьевăпа Е.Ертмакова палăрчĕç. 46 кг çитичченхи: 1. В.Викторов (Елчĕк). 2. Э.Миронов. 3. Е.Савельев (иккĕшĕ те Энтепе). 50 кг çитичченхи: 1. С.Грибов (Çĕнĕ Пăва). 2. М.Кушников (Энтепе). 3. П.Аверьянов (Çĕнĕ Пăва). 56 кг çитичченхи: 1. А.Шляпин. 2. А.Патшин (иккĕшĕ те Елчĕк). 3. А.Иванов (Энтепе). 62 кг çитичченхи: 1. В.Краснов. 2. А.Александров (иккĕшĕ те Елчĕк). 3. Д.Николаев (Курнавăш). 69 кг çитичченхи: 1. Н.Пыркин. 2. Н.Чувайкин (иккĕшĕ те Елчĕк). 77 кг çитичченхи: 1. И.Плешков (Елчĕк). 2. А.Смолин (Çĕнĕ Пăва). 77 кг йывăртарах: 1. А.Марков (Энтепе). 2. С.Киселев (Елчĕк). 3. М.Зайцев (Çĕнĕ Пăва). Командăсен результачĕсене Синклер мелĕпе шутланă. Çĕнтерỹçĕ - Елчĕк шкулĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче Энтепесемпе Çĕнĕ Пăвасем. А.КАРЛИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика