Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăксене - вăхăтлăх ĕç вырăнĕ

20 апреля 2011 г.

Çул çитмен çамрăксенчен чылайăшĕн ĕçе вырнаçас кăмăл пысăк. Çакăн сăлтавĕсем тĕрлĕрен: ашшĕ-амăшĕн ĕç укçи пĕчĕк, çав вăхăтрах лайăх тумтир тăхăнас, ытти япала туянас, кинона, концерта кайса курас килет. Теприсем ашшĕ-амăшне пулăшас вăхăт çитнине туяççĕ. 14 çул тултарнă çамрăксене каникулта е пушă вăхăтра ĕçлесе илме халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр пулăшать. Пĕлтĕр центр 500 ытла, кăçал 100 ытла çамрăка вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарнă. Вăл чи малтан тулли мар, сахал ĕçлесе илекен, нумай ачаллă çемьесенчи, çул çитменнисен учетĕнче тăракан çамрăксене ĕçе вырнаçтарать. Çав вăхăтрах халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕç паракансене çамрăксене ĕçе вырнаçтарас тĕлĕшпе пĕрле тăрăшма чĕнсе калать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика