Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нумай ачаллă çемьесене пулăшма

20 апреля 2011 г.

Виçĕм кун район администрацийĕнче райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисен канашлăвне район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынă. Район администрацийĕн экономика тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ П.Иванов канашлура нумай ачаллă (3 тата ытларах) çемьесене саккунпа килĕшỹллĕн çурт-йĕр çавăрма, килти хуçалăха тытса пыма, дача хуçалăхĕ йĕркелеме тỹлевсĕр çĕр уйăрса парас йĕрке çинчен каласа пачĕ. Елчĕк районĕнче вĕсем валли 9 çĕр участокĕ, пурĕ 2,65 гектар пама палăртнă. Çурт-йĕр çавăрма паракан участоксенче çул, электричество, газ пăрăхĕ пулмалла. Хальхи вăхăтра муниципалитет харпăрлăхĕнчи çĕрсене тỹлевсĕр илме ирĕк пур çемьесене шута илеççĕ. Çакăн валли правăпа норматив акчĕсене хатĕрлесе çитернĕ ĕнтĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене çĕр лаптăкĕсене пайласа парас, вĕсене регистрацилес ĕçсене кĕске вăхăтра вĕçлеме хушса хăварчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренỹ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Л.Левый районта "Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе" ыр кăмăллăх марафонĕ мĕнле иртни çинчен чарăнса тăчĕ. Паянхи кун тĕлне Елчĕк районĕнче пурăнакансем унăн счечĕ çине 164 пин тенкĕ куçарса панă. Çак пархатарлă ĕç кашнине пырса тивме тивĕç. Мĕншĕн тесен марафонта пуçтарăннă укçа района каялла таврăнать. Ăна ача сачĕсене пулăшма, ача-пăча площадкисем йĕркелеме яраççĕ. Л.Левый Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 66 çул çитнине уявласси пирки сăмах хускатрĕ. Ку енĕпе мероприятисен планне туса çирĕплетнĕ. Унпа килĕшỹллĕн палăртнă ĕçсене пурнăçлама халех пуçăнмалла. Вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăксемпе обелисксене, ун çывăхĕнчи лаптăксене йĕркене кĕртмелле, юсав ĕçĕсене пурнăçламалла. Леонард Васильевич çавăн пекех ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче "Елчĕк ен" хаçат призĕсене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетсен кросĕ иртесси çинчен аса илтерчĕ. Вăл А.Г.Николаева асăнса, "Советская Чувашия" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн эстафета ăмăртăвĕн пĕрремĕш тапхăрĕ те шутланать. Çурхи кроса шкул ачисем кашни çулах хаваспах хутшăнаççĕ-ха. Анчах юлашки çулсенче пĕрлешỹллĕ хуçалăхсем, ял тăрăхĕсем, предприятисемпе организацисем çурхи пĕрремĕш ăмăртăва хакламанни палăрать. Çитĕннисен командисем сахал хутшăнни çакна çирĕплетет. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ кроса активлă хутшăнма чĕнсе каларĕ. Ял хуçалăх пайĕн начальникĕ П.Тремасов ял хуçалăх техникине çурхи уй-хир ĕçĕсене хутшăнма мĕнле хатĕрленнипе, çунтармалли-сĕрмелли материалсене, минераллă удобренисене саппасланипе, акмалли вăрлăха тивĕçлĕ кондицие çитернипе паллаштарчĕ. Районта йĕркеленĕ ушкăн çак ĕçсене мĕнле пурнăçласа пынине кашни хуçалăха çитсе тишкернĕ. Чылайăшĕнче хатĕрленỹ ĕçĕсене вĕçленĕ е вĕçлесе пыраççĕ. Анчах "Родник", "Знамя", "Кушкă" тата хăш-пĕр хуçалăхсенче техникăна юсассине вăраха янă. Çур акине ирттерес ыйтăва ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен ертỹçисен семинар-канашлăвĕнче паян тĕплĕн пăхса тухаççĕ. Районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ В.Волков районти оперативлă лару-тăрупа паллаштарчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика