18 апреля 2011 г.
Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче, эрне кун, Елчĕкри çуллахи спорт сезонĕ уçăлнă ятпа "Елчĕк ен" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетсен 33-мĕш кросĕ иртет. Ăмăрту участникĕсем. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсен, пĕрлешỹллĕ хуçалăхсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен командисем хутшăнаççĕ. Хуçалăхсен, предприятисен, учрежденисен командисем - 4 атлет, тĕп шкулсем - 8 атлет, вăтам шкулсем - 12 атлет тăратаççĕ. Ăмăрту программи. 1997-1998 çулсенче çуралнă хĕр ачасем (5-7 кл.) - 500 метра (2 уч.), арçын ачасем - 1000 метра (2 уч.), 1995-1996 çулсенче çуралнă хĕр ачасем (8-9 кл.) - 1000 метра (2 уч.), арçын ачасем - 2000 метра (2 уч.), 1993-1994 çулсенче çуралнă хĕрсем (10-11 кл.) - 1500 метра (2 уч.), каччăсем - 3000 метра (2 уч.), хĕрарăмсем (1 уч.) - 1000 метра, арçынсем (1 уч.) - 2000 метра, 35 çултан аслăрах хĕрарăм ветерансем (1 уч.) - 500 метра, 40 çултан аслăрах арçын ветерансем (1 уч.) - 1000 метра чупаççĕ. Пĕр-пĕр ушкăнра палăртнă чухлĕ участник пулмасан чи кайри участник вăхăтне илеççĕ те командăна 3 минут штраф очки хушаççĕ. Мала тухнă командăсене куçса çỹрекен кубоксем, дипломсем, призерсене дипломсем парса чыслаççĕ. Ушкăнсенче мала тухнă атлетсене "Елчĕк ен" хаçата 2011 çулхи иккĕмĕш çур çулшăн тỹлевсĕр çырăнтарса параççĕ. Ăмăрту 10 сехет те 30 минутра Елчĕкри пасар çывăхĕнчи çул çинче пуçланать. ХХХ Çуркуннехи кросс Чăваш Республикинчи прессăн спорт фестивалĕн - СССР космонавт летчикне, икĕ хут Совет Союзĕн Геройне А.Г.Николаева асăнса "Советская Чувашия" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетсен республикăри 73-мĕш эстафета чупăвĕн пĕрремĕш тапхăрĕ те шутланать.