18 апреля 2011 г.
Раççей Космонавтикин кунне халалласа районти шкулсенче, культура çурчĕсенче, библиотекăсенче тĕрлĕ мероприятисем иртнĕ. Курнавăшри информаципе культура центрĕнче ялти вăтам шкулта вĕренекенсен сăн ỹкерчĕкĕсен конкурсне тата "Совет тата Раççей Космонавтикин историйĕ" тематика тĕл пулăвĕ йĕркеленĕ. Ю.Гагарин тата А.Николаев космонавтсем çинчен видеофильм кăтартнă. Патреккелти шкулта вĕренекенсем космос темипе конкурссене, викторинăна хаваспах хутшăннă. Аслă Таяпари шкулта кĕçĕн классенче вĕренекенсем вăйă-çул çỹреве хутшăнса космонавтсен скафандрĕсем, космос станцийĕсем, космоспа çыхăннă нумай япала çинчен пĕлнĕ. Тăрăм шкулĕнче Космонавтика кунне халалласа стена хаçачĕ кăларнă, концерт кăтартнă, викторина йĕркеленĕ. 5-9-мĕш классенчи ачасем "Космос азбуки" конкурс ыйтăвĕсене хуравланă.