18 апреля 2011 г.
Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул директорĕ, историпе обществознани учителĕ, философи наукисен кандидачĕ П.В.Кузнецов Мускавра пулса иртнĕ историпе обществознани учителĕсен Пĕтĕм Раççейри съездне хутшăннă. Съездран таврăнсан Петр Васильевич пирĕн корреспондентпа тĕл пулнă. - Пирĕн республикăран съездра 5 учитель пулчĕ. Вăл Раççей Наукăсен Академийĕнче иртрĕ. Съезд ĕçне академиксем - Пĕтĕмĕшле истори институчĕн директорĕ А.Чубарьян, МГИМО ректорĕ А.Торкунов, М.Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университечĕн ректорĕ В.Садовничий, Раççей патшалăх гуманитари университечĕн ректорĕ Е.Пивовар, тĕнчипе паллă истори наукин ăсчахĕсем хутшăнни унăн пĕлтерĕшне ỹстерчĕ. Съезд шкулта историпе обществознани предмечĕсене вĕрентес ĕç пахалăхне, шкул ачисене воспитани парас ĕçри общество предмечĕсен пĕлтерĕшне ỹстерес, историпе обществознани предмечĕсемпе вĕренỹ тата вĕренỹпе методика литературин пахалăхне лайăхлатас, шкулта истори пĕлĕвĕн содержанине çĕнетес тата ытти ыйтусене пăхса тухрĕ. Çавна май тĕрлĕ секцисенче çак ыйтусемпе çивĕч калаçрĕç. Хальхи вăхăтра историпе обществознани предмечĕсене вĕренмелли кĕнекесем питĕ нумай. Вĕсем истори, уйрăмах 20-мĕш ĕмĕрти Раççей историйĕн пулăмĕсене тĕрлĕрен çырса кăтартаççĕ. Урăхла каласан пĕрлехи вĕрентỹ системи çук. Хăш кĕнеке çине таянса ачасене вĕрентмелле? Çак ыйту вĕрентекенсене те, вĕренекенсене те йывăрлăх кăларса тăратать. Съездра Раççейри Наукăсен Академине шкулсенче вĕрентме 3-4 кĕнеке кăларма сĕнчĕç. Вĕсем содержани енĕпе паянхи кун ыйтăвĕсене тивĕçтермелле: истори пулăмĕсене чăн çутатмалла, ачасене патриотла воспитани пама пулăшмалла, унччен СССР кĕнĕ республикăсен, халĕ уйрăм патшалăх йĕркеленĕ çĕр-шывсен историпе кĕскен те пулсан паллаштармалла, иллюстрацисем кĕртмелле тата ытти те. Маларах кăларнă учебниксенче вĕсене пачах çутатман. Съездра кĕнекесене çырма ученăйсене, методистсене, вĕрентекенсене явăçтарасси пирки те сĕнỹсем пулчĕç. Хальхи вăхăтра шкулсенче тĕнче, Раççей историне икĕ структурăпа - лини тата концентр мелĕсемпе вĕрентеççĕ. 5-9-мĕш классенче вĕсене пĕтĕмĕшле тишкерсе тухаççĕ, 10-11-мĕш классенче тарăннăн тата тепĕр хут вĕренеççĕ. Съезд делегачĕсем çак икĕ структурăна та пăрахăçламаççĕ. Иккĕшĕн те лайăх енĕсем нумай. Хăш енĕпе вĕрентессине регион хăй суйласа илет. Паянхи кун учительсем тĕрлĕрен ĕçлеççĕ. Чылай чухне умри тĕллевсене пурнăçлаймаççĕ. Гуманитари енĕпе аслă шкулсене вĕренме кĕрес кăмăллă çамрăксен историпе обществознани предмечĕсене 10-11-мĕш классенче шкул программипе кăна çырлахса лармалла мар, хăйсем тĕллĕн вĕренмелле. Истори предметне вĕрентнĕ чухне тăван ен историпе, йăли-йĕркипе паллаштарасси те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕç учительсем. Çавна май элективлă курс, профиль сехечĕсене анлăрах усă курмалла терĕç. Съездра "Истори тата обществознани учителĕсен ассоциацийĕ" Пĕтĕм Раççейри общество организацийĕн Уставне йышăнчĕç. Унăн председателĕ пулма А.Чубарьяна суйларĕç.