13 апреля 2011 г.
Çуркунне çитрĕ. Çурхи хĕвел пайăркисене пула юхан шывсенчи, пĕвесемпе кỹлĕсенчи пăр йăшать тата çирĕплĕхне çухатать. Апла пулин те кашни çулах чылайăшĕ, уйрăмах пулăçсем, хăрушсăрлăха пăхăнмасăр çурхи çỹхе пăр çине тухаççĕ, хăйсен пурнăçне хăрушлăха кĕртеççĕ. Пăр кайнă вăхăтра юхан шывсенче пăр катăкĕсем нумай пулаççĕ, вĕсем ачасене илĕртеççĕ. Чылайăшĕ вĕсем çинче ярăнни "паттăрлăх" тесе шутлать. Çак çăмăлттайлăх пăрлă сивĕ шыва кĕрсе ỹкнипе вĕçленет, мĕншĕн тесен пăр катăкĕсем ытларах чухне çаврăнса ỹкеççĕ, катăлаççĕ, пĕр-пĕринпе çапăнаççĕ... Республикăра иртнĕ çул кун пек темиçе тĕслĕх те пулнă, çăлавçăсемпе патшалăх инспекторĕсен тăрăшулăхне пула кăна ачасен пурнăçне çăлса хăварма май килнĕ. Сывлăш температури виçĕ кун 0 градусран пысăкрах тăрсан, пăр çирĕплĕхĕ 25 процент таран чакать. Пăр çирĕплĕхне тĕсне кура палăртма пулать: сăрă, йăлтăртатман шурă е сарăрах тĕслĕ пăр шанчăксăр.