Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спартакиада пуçланнă

13 апреля 2011 г.

Чăваш Республикинчи патшалăх тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсен Х спартакиадин программине кĕрекен теннис, шашкăпа шахмат, волейбол вăййисен ăмăртăвĕсем пуçланнă. Малтанах вĕсем зонăсенче иртеççĕ. Кăнтăр зонине кĕрекен Елчĕк, Патăрьел, Канаш, Шăмăршă, Комсомольски районĕсен командисем Елчĕкри "Улăп" спорт комплексĕнче вăй виçнĕ. Патшалăх тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин саламланă, спортра пысăк ăнăçусем тума ырă суннă. Шашкăлла, шахматла выляссипе Елчĕк район команди виççĕмĕш вырăна тухнă. Сĕтел çинче теннисла выляссипе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсенчен йĕркеленĕ командăсем хушшинче Елчĕксем пьедесталăн виççĕмĕш картлашки çине хăпарма тивĕç пулнă. Волейболла командăсем пĕр-пĕринпе, икĕ тапхăрта çĕнтериччен вылянă. Площадка хуçисем, Патăрьел районĕнчи вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсенчен кăшт кăна каярах юлса, иккĕмĕш вырăна тухнă. Зонăсенче пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене йышăннă командăсем тепĕр тапхăрта малалла выляççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика