13 апреля 2011 г.
Мăн кун уявĕ умĕн Элекçей Тимешре Антоновсен ячĕллĕ çемье часавайĕ уçăлнă. Ăна уçнă çĕре ял çыннисем кăна мар, кỹршĕллĕ ялсенче пурăнакансем те йышлă пуçтарăннă. Энтепе чиркĕвĕн настоятелĕ Валерий атте часавая светит тунă, Турă ячĕпе пурнăçланă пархатарлă ĕçшĕн Антоновсен çемйине тав сăмахĕ каланă. Часавая уçма район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин хутшăннă. Вăл А.Антонов предпринимателе район экономикипе социаллă пурнăçне, предприниматель ĕçне аталантарас, халăх ăс-хакăлне ỹстерес тĕлĕшпе ăнăçлă ĕçленĕшĕн тав тунă, район администрацийĕн Тав çырăвне панă. Ял çыннисем те А.Антонова ырă ĕçсемшĕн чĕререн сума сăваççĕ. Пĕлтĕр те вăл хăйĕн укçи-тенкипе ялти кану çурчĕ умĕнче ача-пăча площадки йĕркеленĕччĕ. Тĕрлĕрен мероприятисем ирттермешкĕн А.Антонов спонсор пулăшăвĕ панипе те паллă. Часавая Антоновсем хăйсен укçи-тенкипе, пурнăçран уйрăлса кайнă ашшĕ-амăшне - Михаилпа Анастасийăна асăнса туса лартнă. Часавай пуриншĕн те уçă. Унта кĕрсе кашни Турра кĕл тума, çурта лартма пултарать.