Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çитменлĕхсене пĕтермелле

13 апреля 2011 г.

Тунти кун район администрацийĕнче райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисен канашлăвне район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынă. Иртнĕ эрнере район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренỹ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Л.Левый районти тĕп больница ĕçĕ-хĕлне тишкернĕ. Çакăн çинчен вăл канашлура каласа пачĕ. "Сывлăх" наци проектне пурнăçласа юлашки çулсенче тĕп больницăра нумай ĕç туса ирттернĕ. Тĕп больница çумĕнчи пĕтĕмĕшле врач практикин уйрăмне кĕме кăмăллă. Реанимаци уйрăмне, ача-пăча поликлиникине, чирлисене йышăнмалли пỹлĕме тата васкавлă медицина пулăшăвĕн постне тĕпрен юсанă. Малашне хирурги уйрăмне, поликлиникăна тата ытти хăш-пĕр пỹлĕмсене юсамалла. Унччен котельнăй пулнă çурта реконструкцилесе прачечнăй уçнă, туалет тунă, ытти чылай ĕç пурнăçланă. Тĕп больницăра электронлă регистратура ĕçлесе кайнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ тĕп больницăри çитменлĕхсем пирки те чарăнса тăчĕ. Вĕсене пĕтерме пысăк укçа-тенкĕ кирлĕ мар. Пĕчĕк юсав ĕçĕсене вăхăтра пурнăçласа пымалла, хăш та пĕр пỹлĕмсене хăтлăх кĕртмелле. "Елчĕк районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр" патшалăх учрежденийĕн директорĕ М.Васильева центрăн кăçалхи пĕрремĕш квартал итогĕсемпе паллаштарчĕ. Çулталăк пуçланнăранпа центра ĕç шыраса 329 çын пынă. Çав шутран 111 çын 14-18 çулсенчи çамрăксем, хĕрарăмсем 47,1 процент. Ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта ĕçсĕр юлнă 113 çынна шута илнĕ. Ĕçсĕрлĕх шайĕ 0,97 процент. Виçĕ уйăхра районти 31 предприятипе организаци 260 ĕç вакансийĕ пуррине пĕлтернĕ. Вĕсен 90 проценчĕ - рабочи профессийĕсемпе. М.Васильева антикризисла программа мĕнле пурнăçланса пыни, ĕçсĕр граждансене професси пĕлĕвĕ илме яни, вăхăтлăх ĕç вырăнĕсем туни çинче чарăнса тăчĕ. "Елчĕкри сыр кăларакан завод" ОАО генеральнăй директорĕ А.Казаков коллектив ĕçĕ-хĕлĕпе, малашнехи тĕллевсемпе паллаштарчĕ. 40 çын ĕçлекен завода куллен 29-25 тонна сĕт килсе тăрать. Анчах районти пур хуçалăх та заводпа ĕçлемеççĕ-ха. Çывăх вăхăтра сĕт продукчĕсем кăларакан лини хута яраççĕ, завод тăррине юсаççĕ. Канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те сỹтсе явнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика