Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Салтакран килсессĕн ыр хыпар

09 апреля 2011 г.

Салтакран килсессĕн ыр хыпар Кавал ялĕнче, ытти ялсенчи евĕрех, салтака каякансене чыслăн ăсатса ярасси ырă йăлара. Кавалти культура çурчĕн директорĕ В.Теллин çамрăксем повестка илсенех культура çуртĕнче вĕсем валли тĕрлĕ мероприяти йĕркелет. Конкурссенче ыран çар ретне тăракансемпе çĕр-шыва тивĕçлипе сыхланă çамрăксене тупăшма майсем туса парать вăл, çавна май çамрăксем аслисенчен опыт илччĕр, салтакра тĕл пулакан тĕрлĕ пăтăрмаха паянах çĕнтерме хăнăхчăр тесе тăрăшать. Салтака каякана ял-йышпа туслăн ăсатаççĕ. Малтанах вĕсем салтака каяканăн килĕнче пулаççĕ, унтан культура çуртне пухăнса салтак юррисене шăрантараççĕ. "Комбайн" хуçалăх правленийĕпе хуçалăхри профсоюз комитечĕ çара каякансене парнесемпе хавхалантараççĕ. Валерий Димитриевич çамрăксем çар ретне тăрсан та вĕсен шăпипе кăсăклансах тăрать. Кавалти Сергей Елисеев тăракан çар чаçĕнчен унăн ашшĕ-амăшĕ ячĕпе килнĕ Тав çырăвне çак кунсенче редакцине хаваслă кăмăл-туйăмпа илсе килни çакна тепĕр хут çирĕплетрĕ, культура çурчĕн директорĕ ял çамрăкĕсемшĕн тăванĕ евĕр пăшăрханни курăнчĕ. _ Салтака пĕр харăс тăваттăн тухса кайрĕç. Тав çырăвĕсем ыттисен ашшĕ-амăшĕ ячĕпе килессе те шанатăп, мĕншĕн тесен пурте тăрăшуллăччĕ вĕсем. Сергейĕн ашшĕпе амăшĕ _ Ольга Дмитриевнăпа Станислав Владимирович тăван хуçалăхра тăрăшаççĕ, ял çинче ырă ятлă. Икĕ ывăл çитĕнтернĕ вĕсем. Асли, Олег, çар тивĕçне пурнăçлама ĕлкĕрнĕ. Вăл ашшĕ пекех ăста механизатор. Кĕçĕн ывăлĕ çарта танкист пулнинче вĕсен тỹпи пурах, _ кăмăллăн пĕлтерет В.Теллин С.Елисеевăн салтакра тивĕçнĕ тĕрлĕ Хисеп хучĕсене ман ума кăларса хунă май. Вĕсене тишкернĕ май тĕреклĕ чăваш каччи хĕсметре кире пуканĕ йăтса пĕрремĕш вырăна тухма пултарнине, вăл ытти салтаксемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулнине, çар тивĕçне чыслăн пурнăçланине, салтак ятне çỹллĕ шайра тытнине пĕлме пулать. Эпир вара вăл район чысне çỹллĕ шайра тытнăшăн савăнатпăр. Сăн ỹкерчĕкре: С.Елисеев.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика