Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Елчĕк ен талантсемпе пуян

06 апреля 2011 г.

Тунти кун район администрацийĕнче райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисен канашлăвне район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынă. Унта эрне итогĕсене пăхса тухнă, малашнехи тĕллевсене палăртнă. Тунти кун район администрацийĕнче райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисен канашлăвне район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынă. Унта эрне итогĕсене пăхса тухнă, малашнехи тĕллевсене палăртнă. Канашлура чи малтанах Елчĕк енĕн пултаруллă çыннисене чысларĕç. Лаш Таяпари вăтам шкулăн 11-мĕш класĕнче вĕренекен Алексей Павлов кăçалхипе иккĕмĕш çул биологи тата экологи предмечĕпе ирттерекен олимпиадăсенче палăрать. Пĕлтĕр республикăра мала тухнăччĕ, Раççей шайĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннăччĕ. Çакăншăн ăна Раççей Вĕрентỹ министерствин Дипломĕпе наградăланă, 30 пин тенкĕ преми памалла тунă. Н.Миллин пултаруллă вĕренекене Диплом пачĕ, малашне те пысăк çитĕнỹсем тума ырă сунчĕ. Алексей кăçал та биологи тата экологи предмечĕсемпе республикăра çĕнтернĕ, халĕ Раççейри олимпиадăна хутшăнма хатĕрленет. Елчĕкри культура ĕçченĕсем те çак кунсенче хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтарнă. Культурăпа кану центрĕнче ĕçлекен В.Панкратова тата Елчĕкри Т.Тябукова Пĕтĕм чăвашсен "Кĕмĕл сасă" эстрада юррисен 12-мĕш конкурс-фестивалĕнче палăрнă. Т.Тябукова хăй çырнă юрăпа 3-мĕш степень диплома тата чăваш костюмĕ номинацире виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. В.Панкратовăна Чăваш наци конгресĕн ятарлă премине панă. Курнавăшри вăтам шкул учительници С.Прохорова тата Елчĕкри историпе краеведени халăх музейĕн ертỹçи В.Вастулова "Çĕр пин тĕрĕ çĕр-шывĕнче" республикăри конкурсра призлă вырăнсем тата хаклă парнесем çĕнсе илнĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ вĕсене Хисеп хучĕсем тата парнесем пачĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ _ вĕренỹ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Л.Левый кире пуканĕ йăтассипе республикăри ăмăрту пысăк шайра иртнине палăртрĕ. Канашлура çамрăксене Раççей çарне илес ыйтăва çивĕч хускатрĕç. Л.Левый каланă тăрăх, çуркунне районти 119 çамрăкăн çар ретне тăмалла. Ку вăл кĕркуннехинчен пысăкрах. Хальхи вăхăтра 149 çамрăк çара каяссинчен пăрăнса çỹрет. 9 ял тăрăхĕсенчен Аслă Пăла Тимеш, Курнавăш ял тăрăхĕнче çеç ку енĕпе лару-тăру лайăхрах. Çавна май район администрацийĕн пуçлăхĕ ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене çамрăксене çар ретне илес ĕçе лайăхлатма хушса хăварчĕ. Призыв планне пурнăçламаллах, терĕ вăл. Ял хуçалăх пайĕн начальникĕ П.Тремасов Красноармейски районĕнчи "Таябинка" агрофирмăра çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленсе ирттерес тĕлĕшпе ирттернĕ республикăри канашлу çинчен каласа пачĕ. Агрофирма çур акине тĕплĕн хатĕрленсе, çĕнĕ йышши техникăпа тухать. Пирĕн районта çур акинче усă курма 1553 тонна минераллă удобрени кỹрсе килнĕ. "Звезда" ООО, Чернов тата Петров хресчен-фермер хуçалăхĕсемсĕр пуçне ыттисенче вăрлăх пахалăхне тĕрĕслеттернĕ. Ял хуçалăх пайĕн начальникĕ сĕт суса илесси çинче чарăнса тăчĕ. К.Маркс, Ленин ячĕллĕ, "Колос", "Арланово", "Кушкă" хуçалăхсенче пĕлтĕрхи шайран кашни ĕнерен 3,9-2,3 кг сахалтарах сĕт сăваççĕ. Çав вăхăтрах "Сатурн", "Победа" хуçалăхсенче кулленхи сăвăм 20 килограмран иртет. Районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ В.Волков оперативлă лару-тăрупа паллаштарчĕ. Канашлура çавăн пекех çур акине хутшăнакан техникăна вырăна тухса тĕрĕслес, йăлара усă курнă ăпăр-тапăра пуçтарас, свалкăна илсе тухас ыйтусене хускатнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика