06 апреля 2011 г.
Кулăш кунне халалласа Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче ĕçлекенсем "Тĕнчере тĕрлĕрен кĕнчеле" ятлă юрă-ташăллă камит кăтартрĕç. Пьесăна (авторĕсем А.Уркинăпа О.Иванова) тĕрлĕрен анекдотсене пĕр сюжет йĕрĕпе аталантарса çырнă. Пьесăри тĕп сăнарсене _ Маруçпа Наçтука Нина Сиваковăпа Алена Уркина Шупашкарти артистсенчен пĕрре те кая мар вылярĕç. Вĕсен кашни сăмахĕ, хусканăвĕ килĕшỹллĕ, вырăнлă, кулăшла. Çавăн пекех камите хутшăннă Лилийăпа Иван Шурбинсем, Валерий Архипов, Оля Иванова, Софья Тинякова, Никита Уркин, Сергей Баранов, Алексей Емельянов выляни те куракансене килĕшрĕ. Сценкăсем хушшинче Алена Уркина, Лилийăпа Иван Шурбинсем, Валерий Архипов юрланă юрăсем пьеса содержанине пуянлатрĕç. Чăннипех те пултаруллă ĕçченсем вăй хураççĕ Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче. Анчах пирĕн халăх çакна хисеплеме пĕлмен пек туйăнчĕ, мĕншĕн тесен залра куракан питĕ сахал пулчĕ. Мероприяти пуласси çинчен пĕлтерĕве 4 кун маларах çакнă пулсан та. Тен, культурăпа кану центрĕ ирттерекен мероприятисем çинчен пĕлтерỹсене клуб умне çеç мар, халăх йышлă çỹрекен вырăнсене те çакмалла?