02 апреля 2011 г.
Пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ, "Единая Россия" фракци членĕ Павел Семенов пуçарăвĕпе районти шкулсенчи классем хушшинче йĕркеленĕ "Эпир - чи лайăххи" конкурс финалĕ иртрĕ. Çавна май культурăпа кану центрне çак кун тĕрлĕ шкулсенче вĕрентекенсем, вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ пуçтарăнчĕç. Конкурса пĕтĕмлетме Павел Семенов депутат хăй те килсе çитрĕ. Çĕнтерỹçĕ-класс çĕр-шывăмăрăн тĕп хулинче Кремльте тата Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думинче экскурсире пулать. Шоу-конкурс Елчĕк шкулĕнчи волонтерсен ушкăнĕн саламĕнчен пуçланчĕ. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыма, пурнăçра тĕл пулакан киревсĕр ĕçсенчен тата йăласенчен пăрăнма хистерĕç вĕсем. Конкурса Павел Семенов депутатăн Елчĕк районĕнчи пулăшуçи, Елчĕк район администрацийĕн культура тата архив ĕçĕн секторĕн заведующийĕ А.Александрова ертсе пычĕ. Финалистсене - Патреккел (ертỹçи А.Адюков) тата Аслă Елчĕк (Г.Орехова) шкулĕсенчи 9-мĕш, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи 11-мĕш (Н.Карчикова), Курнавăш шкулĕнчи 10-мĕш "а" (Е.Смирнова), Елчĕк шкулĕнчи 11-мĕш "а" (М.Чернова) тата 11-мĕш "б" (В.Николаев) классене пĕрин хыççăн теприне сцена çине йыхравларĕ вăл. Тупăшу питĕ хĕрỹ иртрĕ. Вĕренекенсем хăйсен пултарулăхĕпе икĕ конкурсра паллаштарчĕç: "Класăн визит карточки" тата "Ачалăха ырă сунса кĕтетпĕр" музыка композицийĕ. Конкурса кашни класс тĕплĕн хатĕрленнĕ. Вĕсемпе паллашнă май пĕринчен тепри тăрăшуллă, пултаруллă, талантлă, çивĕч ăслă, пĕр-пĕринпе туслă пулни, фантази тĕлĕшĕнчен тĕлĕнмелле пуянни палăрчĕ. Çавăнпа та жюри членĕсене чи лайăххине палăртма пĕрре те ансат пулмарĕ. Классен пултарулăхне вĕсем пурĕ 10 тĕрлĕ критерипе хакларĕç: хăйсене артистла тытма пĕлни, тарăн шухăшлăх, тавçăрулăхпа ăнкарулăх шайĕ, пĕрлешỹлĕх, куракансене хускатма пултарни, ыйтусене тĕплĕн çутатни, шкул пурнăçне туллин уçса пани, конкурссенче класс ертỹçисем пĕрле хутшăнни тата ытти те. Тумтире тĕрĕс суйласа илме пĕлнине те шута илчĕç хаклавçăсем. Елчĕк шкулĕнчи 11-мĕш "а" класра вĕренекенсем ку енĕпе ĕçлесех çитерейменнине куракансем те тỹрех асăрхарĕç. Асăннă класра вĕренекенсем вăйăсем вăхăтĕнче сцена çине çурма çарамасланса тухнине сивлерĕ чылайăшĕ, ытти вĕренекенсене иртнĕ ĕмĕрĕн 80-90-мĕш çулĕсенчи шкул формисем уйрăмах капăрлăх кỹнине вара ăшшăн палăртрĕ. Классем пирки уйрăммăн калас пулсан, Патреккелсем сценăна хитре хатĕрлеме пултарнине асăнмалла. Вĕренекенсем хăйсем хатĕрленĕ пысăк та хитре караппа пĕлỹ тĕнчи тăрăх малалла ишеççĕ, вĕрентекенсем пулăшнипе шкулта пĕлỹпе пурнăç опытне илсе пынă май çитĕннисен тĕнчине ерипен каяççĕ. Аслă Елчĕксем юррисенче партиотлăх туйăмĕсене вăратрĕç, хăйсем гитара каласа юрлани уява чĕрĕлĕх кĕртрĕ. Елчĕкри 11-мĕш "а" классемпе Курнавăшсем вара пысăк активлăхпа палăрчĕç. Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнчи 11-мĕш тата Елчĕк шкулĕнчи 11-мĕш "б" классем пирки вара тĕплĕнрех чарăнса тăрас килет. Икĕ класа та пуян опытлă, анлă тавра курăмлă вĕрентекенсем ертсе пыраççĕ. В.Николаевпа Н.Карчикова иккĕшĕ те Раççей Президенчĕн 100 пин тенкĕлĕх грантне тивĕçнĕ. Асăннă классем представленисене ыттисенчен пуянрах содержаниллĕ тата тарăн шухăшлăрах тума пултарнине палăртмалла. Вĕсем хăйсене сцена çинче ирĕклĕн тытрĕç, куракансене хускатма пултарчĕç. Конкурсăн 2-мĕш пайĕнче çакă уйрăмах курăнчĕ. Калаçăвĕсем е тыткаларăшĕсем (вĕсем ачалăхри шỹтсемпе пуян пулчĕç), юррисем ачалăхри вăхăтсене аса илтерчĕç, вăл вăхăтри телейлĕ туйăмсене вăратрĕç. Çавăнпа та жюри членĕсем вĕсен ĕçĕсене хак панă чух хаклав ĕçĕ чăннипех те çăмăл маррине тепĕр хут туйса илчĕç. Уйрăмлăхĕ 11-мĕш "б" класс ертỹçи В.Николаев конкурссене класпа пĕрле уйрăмах хастар хутшăннинче пулчĕ. Çак паха ене конкурс положенийĕнче те палăртнăччĕ. Пĕтĕмлетĕве яланхиллех тĕрĕс те кỹренỹсĕр тăвассишĕн тăрăшрĕç жюри членĕсем. Классен ĕçне хакланă чух çавăн пекех ачасен спортри, вĕренỹри, предмет олимпиадисенчи тата тĕрлĕ конкурссенчи çитĕнĕвĕсене шута илчĕç. Елчĕк шкулĕнчи 11-мĕш "б" классем ку енĕпе ыттисенчен чылай малта пыни палăрчĕ. Вĕсен çĕнтерỹçĕсем нумайрах, çавăн пекех класри Анастасия Чумановăпа Сергей Васильев Чăваш Республикин Президенчĕн Михаил Игнатьевăн стипендиачĕсем пулни çĕнтерỹ вĕсен енче пулассинче пысăк витĕм кỹчĕ. Çапла вара пĕрремĕш вырăна Елчĕк шкулĕнчи 11-мĕш "б" класс тивĕçрĕ. Иккĕмĕш вырăнта - Çирĕклĕ Шăхальсем. Тăрăшулăхĕпе пултарулăхне кура виççĕмĕш вырăна Патреккелсемпе Аслă Елчĕксене пама йышăнчĕç. Çак хаклав тĕрĕс пулнине куракансем те палăртрĕç. Павел Семенов депутат çĕнтерỹçĕсене хăй чысларĕ. Вĕсем Мускавра экскурсире пулĕç. Ачасен таланчĕпе çунатланнă Павел Владимирович конкурса хутшăннă кашни класа Шупашкара экскурсие илсе каяссине пĕлтерчĕ. Уяв вĕçĕнче Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин сăмах илчĕ. Ачасен çивĕч ăсĕпе пултарулăхĕнчен тĕлĕннине пытармарĕ Николай Петрович. Вĕсене çапла тĕрлĕ енлĕ хатĕрлеме пултарнăшăн вĕрентекенсене тав турĕ, ĕçре тата вĕренỹре пысăк çитĕнỹсем сунчĕ.