Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Елчĕксем - малтисем

02 апреля 2011 г.

1999 çултанпа Патреккелте темиçе хутчен Чăваш Республикин чемпионĕ пулнă Н.Л.Николаева асăнса пауэрлифтинг енĕпе Елчĕк районĕн чемпионачĕ иртет. Вăл йывăр атлетика енĕпе пысăк çитĕнỹсем тунă, республикăн пĕрлештернĕ командине кĕме тивĕç пулнă. Спорт мастерĕн нормине пурнăçлама ĕмĕтленетчĕ. Шел, унăн ĕмĕчĕ пурнăçланмарĕ - 23 çулхи каччăн кун-çулĕ инкеке пула татăлчĕ. Юлташĕсем тата унăн пиччĕшĕ Юрий Леонтьевич тăрăшнипе кашни çулах пуш уйăхĕнче Николая асăнса ăмăрту иртет. Иртнĕ эрнере пилĕк команда атлечĕсем район чемпионатне хутшăнма кăмăл турĕç. Кашни виçере ăмăрту çивĕч иртрĕ. 48 килограмлă виçере Елчĕк шкулĕнче вĕренекен В.Викторов çĕнтерчĕ. Курнавăшри А.Соловьевпа Çĕнĕ Пăвари Н.Конюков та хăйсен пултарулăхĕпе куракансене савăнтарчĕç. Тепĕр виçере (52 кг) Çĕнĕ Пăвасем вăйлăрах пулни палăрчĕ. С.Грибов - пĕрремĕш, унăн юлташĕ П.Аверьянов - виççĕмĕш вырăнта. Елчĕкри Н.Борисов кĕмĕл медальпе килне таврăнчĕ. 56 килограмран çăмăлрах атлетсем хушшинче пĕтĕм пьедестала Елчĕкри вăтам шкулта вĕренекен çамрăксем йышăнчĕç. Н.Чувайкин, Н.Кузнецов тата А.Шляпин чи маттуррисем пулчĕç. 60 кг виçере ăмăртакан В.Красновпа А.Александров та командăри юлташĕсенчен юлмарĕç. Вĕсем ылтăн тата пăхăр медальсем çĕнсе илчĕç. Иккĕмĕш вырăнта - Курнавăшри А.Иванов. Çăмăл виçере (67,5 кг) Елчĕкри вăтам шкулта физкультура учительне В.Демьянова çитекенни пулмарĕ. Вăл чемпион ятне тата ятарлă парнене тивĕçрĕ (Н.Николаев шăпах çак виçере хăйĕн чи лайăх кăтартăвĕсене тунă). Патреккел ялĕнчи В.Скворцов иккĕмĕш вырăнта, В.Матвеев (Яманчỹрел ялĕ) вара ăмăртăва виççĕмĕш кăтартупа вĕçлерĕ. И.Горшков 75 кг атлетсем хушшинче тупăшса чи йывăр штангăна парăнтарчĕ. Патреккел каччи ăмăртура пуринчен те паха кăтарту туса абсолютлă чемпион ятне çĕнсе илчĕ, парнене тивĕç пулчĕ. Унăн юлташĕ Л.Львов - иккĕмĕш, Çĕнĕ Пăвари А.Смолин виççĕмĕш вырăнсенче. П.Михайлов, М.Зайцев (Çĕнĕ Пăва) вăтам виçере ыттисенчен пултаруллăрах пулни палăрчĕ. Помост хуçи Л.Гаврилов та маххă памарĕ. Унăн кăкăрне пăхăр медаль илемлетрĕ. Чи йывăр виçере (82,5 килограмран йывăртараххисем) Патреккел спортзалĕнче ăсталăх туптакан В.Левый пуринчен те вăйлăрах иккен. А.Павловпа К.Каринкин (Елчĕк шкулĕ) пьедесталăн иккĕмĕшпе виççĕмĕш картлашки çине хăпарса тăчĕç. Командăсем хушшинче иртекен ăмăртура çакă паллă пулчĕ - Елчĕк каччисем чи вăйлисем. Вĕсем куçса çỹрекен приза тăваттăмĕш çул ĕнтĕ алăран вĕçертмеççĕ. Иккĕмĕш вырăна Çĕнĕ Пăва спортсменĕсем тухрĕç. Виççĕмĕш вырăнта - Патреккел ялĕн команди. Ăмăртăва ирттерме Елчĕк район администрацийĕ (Н.Миллин), "Прогресс" АХО (П.Скворцов), Елчĕк ял тăрăхĕн администрацийĕ (В.Сайкин), "Промсервис" ООО (Ю.Титов), "Чăвашагропромкомплектăн" генеральнăй директорĕ В.Гаврилов спонсор пулăшăвĕ пачĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика