Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Таса пурăнатăн - чир-чĕре парăнмастăн

02 апреля 2011 г.

Елчĕк районĕнчи санитари тата эпидемие хирĕç кĕрешекен комиссин черетлĕ ларăвĕнче "Елчĕк районĕнчи социаллă пĕлтерĕшлĕ чирсенчен асăрхаттарасси тата вĕсене хирĕç кĕрешессин 2008-2011 çулсенчи тĕллевлĕ программăн" "Туберкулез", "Анти-ВИЧ-СПИД" тата "Ар çыхăнăвĕ урлă ерекен чирсенчен сыхланасси" çум-программисем мĕнле пурнăçланнине пăхса тухнă. Районти тĕп больницăн тĕп врачĕ Н.Уркова çак чирсенчен сыхланса мĕнле ĕçсем туса ирттернипе, çав шутра вакцинаци тунипе паллаштарчĕ. Асăннă чирсем сарăлас хăрушлăх пĕтмен. Ял тăрăхĕнче пурăнакансем, хуларисемпе танлаштарсан, сахалрах чирлеççĕ. Сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсем чирлĕ çынсене тупса палăртас енĕпе диагностика тĕрĕслевĕ витĕр кăлараççĕ, чирлĕ çынсен çем-йисен членĕсене тĕрĕслеççĕ, прививка тăваççĕ. Туберкулезпа, ар çыхăнăвĕ урлă чирленĕ, СПИД вирусĕ ертнĕ çынсем район территорийĕнче ялан пурăнакансем хушшинче йышлă мар. Район, республика тулашĕнче пурăнакансем çак чирсене вăхăтлăх ĕçлеме кайсан ертсе килеççĕ. Чирленĕ çынсен пысăк пайĕ район территорийĕнче пурăнмасть, анчах вырăнта регистраци йĕркипе шутланса тăрать. Çакă районшăн начар кăтартусемпе палăрать. Районти тĕп больницăн тĕп врачĕ Н.Уркова профилактика мероприятийĕсем ирттерни, çакăн валли район бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрни, чирлисене сăнаса, тĕрĕслесе тăни çинчен каласа пачĕ. Туберкулез чирĕ çынсенчен тата выльăхсенчен пĕр-пĕрин урлă ерет. Выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен районти ветеринари станцийĕн начальникĕ А.Скворцов хальхи вăхăтра туберкулезпа чирлĕ выльăхсем пулманни, выльăхсене çулталăкра икĕ хутчен тĕплĕн тĕрĕслени, вакцинаци туни çинчен пĕлтерчĕ. Роспотребнадзорăн Патăрьелĕнчи территори уйрăмĕн начальникĕ Н.Сергеева комисси ларăвне пĕтĕмлетнĕ май пăхса тухнă ыйтупа районта малашне туса ирттермелли ĕçсене палăртрĕ, сĕнỹсем пачĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика