Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕлтерĕшлĕ ыйтусене пăхса тухрĕç

02 апреля 2011 г.

Пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусем ирттермелли пысăк залĕнче Елчĕк районĕнчи Депутатсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ пулса иртрĕ. Лару ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, Елчĕк район прокурорĕ В.Николаев, райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисем хутшăнчĕç. Пухăва район пуçлăхĕ - Елчĕк районĕнчи Депутатсен пухăвĕн ертỹçи Р.Молодова ертсе пычĕ. Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа - районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн 2010 çулхи пĕтĕмлетĕвĕ - район администрацийĕн экономикăпа пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ П.Иванов паллаштарчĕ. 2010 çулта районти промышленность предприятийĕсем 126,9 миллион тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Укçа-тенкĕн мĕн пур çăл куçĕнчен тĕп капитала пырса кĕнĕ инвестици калăпăшĕ 251, 2 миллион тенкĕ-пе танлашнă. Пысăк тата вăтам предприятисенчи работниксен ĕç укçи 2010 çулта, 2009 çулпа танлаштарсан, 8,1 процент ỹснĕ, 9416,5 тенкĕпе танлашнă. Бюджет сферинче тăрăшаканăн ĕç укçин вăтам виçи 8262 тенкĕпе, ял хуçалăх ĕçченĕн - 7447 тенкĕпе танлашнă. Депутатсем районăн 2010 çулхи бюджетне пурнăçлани çинчен калакан отчета çирĕплетрĕç. Йышăну проекчĕпе райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ Г.Анисимова паллаштарчĕ. Отчетлă тапхăрта районăн пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăшсен пайĕ 264,4 миллион тенкĕпе (çулталăка пăхса хăварнă планăн 101,7 проценчĕ), çав шутран район бюджечĕ - 252,9 миллион тенкĕпе (101,5 процент) танлашнă. Пĕрлештернĕ бюджетăн тăкаксен пайĕ 266,4 миллион тенкĕпе (99,1 процент), çав шутран район бюджечĕ - 253,7 миллион тенкĕпе (99,1 процент) танлашнă. Пĕрлештернĕ бюджетăн дефицичĕ - 1747,6 пин тенкĕ. Малалла депутатсем районăн 2011 çулхи бюджетне улшăнусем кĕртрĕç, Елчĕк ял тăрăхĕн муниципалитет харпăрлăхĕнчи пурлăха Елчĕк район харпăрлăхне йышăнасси çинчен калакан йышăну проекчĕсене çирĕплетрĕç, Елчĕк районĕн муниципалитет харпăрлăхĕнчи пурлăха 2011 çулта приватизацилемелли прогноза (программăна) улăшăнусем кĕртрĕç. Çавăн пекех Елчĕк районĕн Уставне улшăнусем кĕртрĕç халăх суйлавçисем. Ларура район администрацийĕн капиталлă строительствăпа коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Н.Петров сăмах илчĕ. Вăл Федераци шайĕнчи "Пурăнмалли çурт-йĕр" программăна, унăн "Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси" çумпрограммине 2015 çулччен тăснине, хальхи вăхăтра районта "2011-2015 çулсенче Елчĕк районĕнчи çамрăк çемьесене çурт-йĕр ыйтăвĕсене татса пама пулăшасси" тĕллевлĕ пограммăна хатĕрлесе çитернине палăртрĕ. Районта çак тĕллевпе маларах йышшăннă программа вăйне çухатнине кура, депутатсем Елчĕк районĕн 2009 çулхи çу уйăхĕн 28-мĕшĕнчи 3Ỹ7-с йышăнăвне пăрахăçларĕç тата ытти ыйтусене те пăхса тухрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика