Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул-йĕр çинче тимлĕ пул

30 марта 2011 г.

Районти ГИБДД уйрăмĕн ĕçченĕсем районти çул-йĕрсем çинчи лару-тăрăва çирĕп алăра тытас тĕлĕшĕпе сахал мар ĕç пурнăçлаççĕ. Нарăс-пуш уйăхĕсенче инспекторсем тĕрлĕ шкулта класс сехечĕсене, ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕсене хутшăнса "Çул-йĕр çинче тимлĕ пул" темăпа тухса калаçнă. Тĕл пулусем вăхăтĕнче вĕсем вĕренекенсене çул-йĕрĕн ансат правилисемпе паллаштарнă, хăйсене çул çинче мĕнле тытмаллине ăнлантарнă. Пуш уйăхĕн 21-31-мĕшĕсенче республикăра, çав шутран районта та, "Внимание! Каникулы!" акци пырать. ГИБДД ĕçченĕсем çак тапхăрта водительсемпе, ачасемпе тата вĕсен ашшĕ-амăшĕпе курнăçаççĕ. Çулсем çинче çĕрлехи вăхăтра уйрăмах тимлĕ пулма ыйтаççĕ инспекторсем, хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнса тĕттĕмре автомашина фарисенчен ỹкекен çутăпа çуталакан ятарлă тумсем тăхăнма сĕнеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика