30 марта 2011 г.
Елчĕксене шанаççĕ Кăçалхи çуркуннеччен республикăри Юстици министерствинче обществăлла майпа ĕçлекен спортăн аллă виçĕ федерацийĕпе ассоциацине регистрациленĕ. Вĕсенчен улттăшне Елчĕк районĕнче çуралса ỹснĕ хастар та пултаруллă атлетсем е спорт ветеранĕсем ертсе пыраççĕ. Кам пĕлмест пуль Тип Тимеш ялĕнче çуралса ỹснĕ, 1972 çулта Елчĕкри вăтам шкула пĕтернĕ Ю.Карпова? Вăл çамрăк чухне республикипе паллă Н.Мальков пулăшнипе йывăр атлетикăпа туслашнă, волейболла тата футболла вылянă. Раççей çарĕнче хĕсметре пулнă хыççăн Юрий Шупашкарти агрегат заводĕнче чĕрĕк ĕмĕре яхăн ĕçлерĕ. Шăпах çакăнта вăйлă та пултаруллă рабочи тăван предприяти чысне хулари тата республикăри турнирсенче хỹтĕлеме пуçларĕ. Тепĕр виçĕ çултан Юрий Михайлович Хусанта пулса иртнĕ Пĕтĕм Союзри турнирта вăтам виçеллĕ атлетсем хушшинче çĕнтерчĕ, пĕтĕм тĕнчери ăмăртусенче те палăрчĕ, СССР спорчĕн мастерĕ пулса тăчĕ. 1995 çул вĕçĕнче ăна кире пуканĕ спорчĕн республикăри федерацийĕн председательне суйларĕç. Аслă Елчĕкре çуралса ỹснĕ В.Васильев та паллă атлет. Иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче Виталий ирĕклĕ майпа тата пиçиххипе кĕрешессипе спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă. Вăл тăрăшнипе 2008 çул пуçламăшĕнче Çĕнĕ Шупашкарта Раççейри çамрăк кĕрешекенсен (борьба на поясах) чемпионатне ирттерчĕç. 2006 çулта Виталий Петровича республикăри федераци председательне суйларĕç. 2010 çулта республикăри федерацисене ертсе пыма Г.Солина (вăл Хăвăлçырмаран, полиатлон федерацийĕ), Н.Герасимова (Аслă Елчĕк, волейбол), А.Лапшина (Элпуç, ирĕклĕ майпа кĕрешесси) тата В.Павлова (Кавал, йĕлтĕр спорчĕ) шаннă.