Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕрентекенсем те вĕренеççĕ

30 марта 2011 г.

Елчĕкри "Улăп" Спорт комплексĕнче районти физкультура учителĕсен пĕрлешĕвĕн практика семинарĕ иртрĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ физкультура учителĕсене тата инструкторсене шывра ишес тата спорт мелĕпе утас вĕрентỹ методикине алла илме пулăшасси пулчĕ. Чăваш Республикинчи Спорт министерствин Олимп резервĕсем хатĕрлекен ачасемпе çамрăксен 3-мĕш спорт шкулĕн тренер-преподавателĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ В.Дмитриев бассейнра физкультура урокĕсем йĕркелес, спортăн тĕрлĕ тĕсĕсене сарас ыйтупа семинар участникĕсемпе "çавра сĕтел" хушшинче калаçу йĕркелерĕ. Ун хыççăн тренер бассейнра сывлăха çирĕплетмелли занятисене кăтартса пачĕ. "Кашни районта бассейн пуласси пирки эпир ĕмĕтленме те пултарайман. Хальхи шкул ачисен шывра ишмелли, сирĕн вара занятисене воспитанниксемшĕн усăллă, интереслĕ, тĕрлĕ енлĕ йĕркелемелли майсем пур", - терĕ тренер учительсене. Семинарăн иккĕмĕш пайĕнче Олимп резервĕсем хатĕрлекен ачасемпе çамрăксен 8-мĕш спорт шкулĕн директорĕн çумĕ, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ О.Андреев тата спорт мелĕпе утассипе тĕнче класлă спорт мастерĕ А.Яргунькин спорт мелĕпе утма хăнăхмалли мелсене кăтартса пачĕç. Шупашкартан килнĕ тренерсем учительсен нумай ыйтăвĕсене хуравларĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика