Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нимĕç чĕлхине пĕлетпĕр

30 марта 2011 г.

Шупашкарти "Салют" культура керменĕнче Германи театрĕпе кино эрни иртнĕ. Пĕтĕм тĕнчери театр кунне халалласа шкул ачисем хушшинче нимĕç чĕлхипе спектакльсен конкурсне йĕркеленĕ. Унта Кивĕ Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул ачисем те хутшăннă. Р.Федорова вĕрентекен ертсе пынипе ачасем пĕр тăван Гриммсен "Белоснежка" юмахне лартса панă. Вĕренекенсем хăйсемех декорацисене ăсталанă, костюмсене çĕленĕ. Жюри членĕсем Кивĕ Эйпеç ачисем нимĕç чĕлхипе яка та уçăмлăн калаçнине, хăйсене сцена çинче тытма пĕлнине пысăк хак панă. Шкул команди I степень диплома, парнесене тивĕçнĕ. Вĕрентекене те Тав хучĕпе чысланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика