Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Елчĕк енĕн пултаруллă çыннисем

26 марта 2011 г.

Николай Тимофеевич НОВИКОВ (30.03.1936) Кавалта çуралнă. "Победа" колхозра, "Комбайн" ЯХПКра тракторист, комплекслă бригада бригадирĕн техника енĕпе ĕçлекен пулăшуçи, сад бригадирĕ, комплекслă бригада бригадирĕ пулса ĕçленĕ. Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Мария Ефимовна МИХЕЕВА (01.04.1941) Патăрьел районĕнчи Кивĕ Туçара çуралнă. Республикăри культурăпа çутĕç училищине вĕренсе пĕтернĕ. 1963-1998 çулсенче Лаш Таяпари библиотека заведующийĕнче ĕçленĕ. Чăваш АССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. РСФСР культура министерствин Хисеп грамотипе, медальсемпе наградăланă. Геннадий Зинонович БАРАНОВ (01.04.1961) Аслă Пăла Тимешре çуралнă. Чăваш педагогика институтне вĕренсе пĕтернĕ. 1986 çултанпа Аслă Пăла Тимешри шкулта физкультура учителĕ пулса ĕçлет. Ардальон Васильевич МАЙКОВ (03.04.1931 - 18.01.1991) Аслă Елчĕкре çуралнă. Ленин ячĕллĕ хуçалăхра механизатор, трактор бригадин бригадирĕ, сĕт-çу ферминче оператор пулса ĕçленĕ. "Хисеп Палли", Октябрьти Революци орденĕсемпе, КПСС Чăваш обкомĕн, Чăваш АССР Министрсен Совечĕн Хисеп грамотипе, ВДНХн кĕмĕл, пăхăр медалĕсемпе наградăланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика