Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Килте таса пулсан...

26 марта 2011 г.

Хамăр пурăнакан вырăна тирпейлĕ те таса тытасси пирки тăтăшах калаçатпăр пулсан та пурин хăлхине те кĕмест пулĕ çакă. Юр ирĕлнĕ май хĕл каçа тăкнă çỹп-çап çиеле тухма пуçларĕ. Мĕн кăна выртмасть пăралуккасенче, çырмасен хĕрринче? Акчел, Патреккел çыннисем ытларах улăхпа, пĕр ансăр сукмакпа утса çỹретпĕр. Иртнĕ çул кăна Елчĕк ял тăрăхĕ Акчел кĕперне çĕнетрĕ, унăн территорине тасатрĕ. Каçса çỹреме пит кăмăллă. Анчах паян кĕпер айне тинкерсен хытса каймах пулать. Тулли пакетсем сапаланса выртаççĕ унта. Мĕн тетĕр? Усă курнă хытă каяшсем: сок, сĕт савăчĕсем, кĕленчесем. Килĕнчен хутаçпа йăтса тухаççĕ те кĕпер патне çитсен пăрахса хăвараççĕ иккен. Акчелсем çеç мар, Патреккелсем те ăста ун пек хăтланма. Пĕринче районти тĕп больницăра ĕçлекен хĕрарăм пакет пăрахса хăварнине инçетренех куртăм. Камне пĕлес тесе хăваласа тытрăм, хыттăнах асăрхаттартăм. Пичĕ самаях "пиçрĕ". Район, ял тăрăхĕсен администрацийĕсем, ял çыннисем миçе çул ĕнтĕ тăван тавралăх таса та тирпейлĕ, симĕс пултăр тесе тăрăшаççĕ. Анчах çакна ним вырăнне те хуманнисем пур пирĕн хушăра. Килте таса пултăр та, ытти вара ик айкки те тăвайкки. Ял çыннин культура шайĕ хăçан ỹсĕ? Елчĕке çитнĕ май тасатакан сооруженинчен тухакан усал шăршă сăмсана çурни çитмест, ун айккинче çĕрле ирттернĕ "уявран" пăрăнса иртме тивет. Мĕн кăна пăрахса хăвармаççĕ çул çине: сăра кĕленчисем, тутлă çимĕçсен савăчĕсем... Тахçан пĕрре мар ку ỹкерчĕк, кашни кунах. Вырăнĕсем çеç тĕрлĕ çĕрте. Хамăр çỹрекен вырăн таса пулни ыттисене кирлĕ мар. Мĕншĕн варалатпăр ăна, хамăрăн хыççăн юлакан çỹп-çапа хăçан пуçтарма вĕренĕпĕр?

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика