Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тавра пĕлỹçĕсен пархатарлă ĕçĕ

26 марта 2011 г.

 ...Пĕр ирхине эпĕ ĕçлесе ларакан пỹлĕме хамăн çывăх пĕлĕшĕм, Елчĕк çĕрĕ çинчи Вырăскассинче çуралса ỹснĕ, чылайранпа вăрманлă-юхан шывлă Йĕпреç тăрăхĕнче пурăнакан Константин Яковлевич Сапожников пырса кĕчĕ. Сăнĕ-пичĕ хĕвел шевли пек çуталса тăрать хăйĕн. "Елчĕксем те энциклопедиллĕ пулчĕç", - терĕ те сĕтел çине хĕрлĕ хуплашкаллă самаях хулăн кĕнеке кăларса хучĕ. Илтнĕччĕ-ха вĕсем çак утăма тума вăй-халпа тỹсĕмлĕх çитерни çинчен, анчах пĕрлешỹллĕ те килĕшỹллĕ йышпа пурнăçа кĕртнĕ ĕçĕн пĕтĕмлетĕвне алла тытса курманччĕ-ха. Çавăншăн Константин Яковлевича пĕтĕм кăмăлтан тав турăм. Чăннипех те маттур та пуçаруллă иккен Елчĕксем. (Ку тĕлте калас шухăшăмран пăрăнсах çакна хушса хурам-ха: Йĕпреçсем районăн тĕп кĕнекине вулакан патне çитерес тĕллевпе 5-6 çул тăрмашаççĕ ĕнтĕ, ĕçĕ вара йĕп çăрти чухлĕ те куçмасть-çке малалла. Акă камран тĕслĕх илмелле вĕсен!). Константин Яковлевич, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Йĕпреç район администрацийĕн ял хуçалăх управленийĕн тĕп агрономĕнче тăрăшнăскер, тăван тăрăхĕнче час-часах пулать иккен. Ентешĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăклансах тăрать. "Унти çĕнĕлĕхсене пĕлни вăй-хал кỹрет мана, - тет дипломлă специалист. - Хам тĕп агрономра ĕçленĕ çулсенче Елчĕксен паха опычĕпе паллашса тăнипе кăна çырлахман, ăна вырăнта çул парассишĕн те нумай тимленĕ. Пĕтĕм республикипе чапа тухнă "Победа", "Слава", "Прогресс" колхозсен ỹсĕм-çитĕнĕвĕсем пире те хавхалантармасăр тăма пултарайман. Йĕпреç агрономĕсене асăннă хуçалăхсене мĕн чухлĕ илсе кайман-ши? Пурне те хăйсен куçĕпе курса ăша хывччăр тесе шухăшланă..." Халĕ вара хыçа юлнă вăхăт таппи пĕтĕмпе тенĕ пекех Чăваш кĕнеке издательствинче виçĕ çул каялла кун çути курнă кĕске энциклопедире вырăн тупнă. Унта çак тăрăхăн аваллăхĕ витĕр мĕн паянхи куна çитиччен хывăннă чаплă та мухтавлă çул-йĕр те, ылтăн алăллă, канăçсăр чун-чĕреллĕ çынсен сумлă та манăçми ĕçĕ-хĕлĕ те тĕкĕр çинчи пекех яр уççăн курăнса тăрать. Çамрăк ăрăва асатте-кукаçисен, асанне-кукамайсен, атте-аннесен нимĕнле хакпа та виçме çук паттăрлăхĕпе хастарлăхĕ çинчен темиçе йĕркепе кăна çырса кăтартни вăл - пиншер страницăран тăракан хăш-пĕр кичем хайлавсенчен чылай çỹлте тăракан япала. Эпир ỹлĕмрен çав çырав тăрăх иртнипе паянхине хаклама, ун хыççăн вара пĕр вĕçĕмсĕр çырăнакан истори кĕнекине хамăр алăпа çĕнĕрен çĕнĕ страницăсем хушма пултарăпăр. Энциклопеди патне таврăнар-ха. Мĕн чухлĕ предприятипе хуçалăхăн, культура, вĕрентỹ, сывлăх, спорт учрежденийĕсен, вĕсемпе пĕрлех хăйсене шанса панă тивĕçе чыслăн пурнăçа кĕртнĕ çынсен тулли те курăмлă ĕçне пĕтĕмлетсе сăнласа панă ку энциклопедире. Сулăмлă кĕнекене кĕртнĕ статьясенчен ытларахăшне Елчĕк çĕрĕн канăçсăр тавра пĕлỹçисем Н.Ф.Малышкинпа К.М.Леонтьева çырнă. Çав тери пуян материал йышлă çак авторсен. Вĕсем тунă ĕçе паттăрлăхпах танлаштарас килет манăн. Николай Федоровича, акă, эпĕ хам та тахçантанпах лайăх пĕлетĕп. "Хыпар" хаçат 100 çул тултарнă ятпа Кăнна Кушкинчен (Тутар Республики) Купăрляна (Чăваш Енĕн Муркаш районĕ) çити чупнă марафона хутшăннăччĕ унпа. Вăл канăçсăр шыравçă пулнипе пĕрлех пултаруллă спортсмен та пулнине курса ĕнентĕм çавăн чухне. Н.Ф.Малышкинăн энциклопедири статйисенчен чылайăшĕ мана хама та çĕнĕ шыравсене хăюллăн тухма хистерĕç мар-и? Пĕр тĕслĕх кăна илсе кăтартам. Эпĕ чылайранпа ĕнтĕ Элекçей Тимеш ялĕнче вун тăххăрмĕш ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче çуралнă Петр Онисимович Афанасьевăн пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе интересленетĕп. Революцичченех темиçе аслă пĕлỹ илнĕ, чăвашран тухнă педагогика ăслăлăхĕсен малтанхи докторĕсенчен пĕри, чăваш ачисем валли вырăс чĕлхине тарăнрах та лайăхрах пĕлме пулăшас тĕллевпе кăларнă кĕнекесен авторĕ Елчĕкрен пулнине пĕлме май панă çак энциклопеди. Вăл "пулăшнипех" П.О.Афанасьевăн шăллĕ Василий Анисимович Анисимов патшалăхăн паллă деятелĕ пулнине пĕлтĕм. Акă мĕнле улăп çынсене çуратса пăхса ỹстернĕ сĕткенлĕ Елчĕк тăрăхĕ! Вĕсен ырă та пархатарлă тĕслĕхĕ хавхалантарнă ĕнтĕ каярахпа Волковсене, Миначева, вĕсен çумне тăма тивĕçлĕ ытти ăсчахсене. Лаптăкĕпе те, халăх йышĕпе те пĕчĕк çеç районтан 3 академик, 20 ытла ăслăлăх докторĕ, шучĕ те çук кандидат, çĕр-çĕр паллă спортсмен, халăх артисчĕсемпе ỹнерçĕсем, çыравçăсем тухни пĕрре те ăнсăртран мар. Елчĕк çĕрĕ патшалăхпа общество деятелĕсене мĕн чухлĕ панине шутласа та кăлараймăн. Аслă Таяпа çынни Арсений Герасимович Кужиков (1908-1941 ç.ç.) Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçиччен КПСС Йĕпреç райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче ĕçленĕ. Асăннă районти парти организацийĕн ĕçĕ-хĕлĕн историйĕпе паллашнă чухне çак хушамат темиçе хутчен те лекнĕччĕ куç тĕлне. Арсений Герасимович Йĕпреç районĕнчи парти организацине пĕр çул ытларах кăна ертсе пынă, анчах та çак тапхăр хăрушă та ылханлă вăрçă пуçланнă çулпа тĕл килнĕ. Пĕрремĕш секретарь вăй питти арçынсене фронта ăсатма, вĕсен вырăнне тăнă хĕрарăмсене тылри ĕçе тĕрĕс йĕркелеме хутшăнса, кунсемпе çĕрсене пăтраштарса, çанă тавăрса тăрăшнăран хăйĕн сывлăхне тĕппипех çухатнă: 33 çултах уйрăлса кайнă пурнăçран. Шел, унăн вил тăпри ăçта упраннине палăртма май килмерĕ. Елчĕксем Йĕпреçсемшĕн мĕн тери ырă та пархатарлă ĕç тунине çирĕплетекен тĕслĕх чылай илсе кăтартма пулать. Акчелте çуралса ỹснĕ, пĕтĕм пурнăçне ачасене вĕрентес ĕçе панă, пирĕн çĕр-шывра 1924 çулта çирĕплетнĕ "Ĕç Геройĕ" хисеплĕ ята чăваш педагогĕсенчен чи малтан илнĕ Иван Яковлевич Зайцевăн (1860-1948 ç.ç.) хĕрĕ Раиса Ивановна Зайцева 1906-1926 çулсенче Йĕпреç районĕнчи Туçа шкулĕнче вĕрентнĕ. Вăл çак районти Кĕлĕмкасси, Энтриел, Эйпеçпе Вăтаел ачисене те пĕлỹ панă. Тăван çĕр-шыв унăн ĕçне пысăка хурса хакланă, ăна 1948 çулта Ленин орденĕпе чысланă. Шел, энциклопедире Р.И.Зайцеван çуралнă çулне тĕрĕс мар кăтартнă. Вăл ниепле те 1870 çулта (ун чухне унăн ашшĕ И.Я.Зайцев та вун пĕрте кăна пулнă) çуралма пултарайман. Çавăн пекех КПСС Елчĕк райкомне 1957-1962 çулсенче ертсе пынă Алексей Васильевич Турханов Йĕпреç райĕçтăвкомĕн ертỹçинче ĕçленĕ тапхăра та, тĕрĕс мар çутатса панă. Алексей Васильевич ку районта 1964-1975 çулсенче (кĕнекери пек, 1964-1965 çулсенче мар) тăрăшнă, çапăçура çĕнсе илнĕ орденсемпе медальсен çумне кунта Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ хутшăннă... Кунашкал çитменлĕхсем пĕлменнипе мар, энциклопедие хатĕрлекенсен умĕнче ишсе тухма май çук йышлă ал çыру "купи" выртнипе килсе тухнă. Ỹлĕмрен районăн пĕтĕмлетỹллĕ кĕнеки хăйĕн хулăнăшне татах та сарасса, çавна май тавра пĕлỹçĕсем çĕнĕрен çĕнĕ ятсене "çунатлантарасса" шанас килет. Елчĕк районĕнчен куçса кайса, ытти çĕрте, сăмахран, Йĕпреç çĕрĕ çинче тĕпленнĕ çемьесем сахал мар. Вăрманлă тăрăхри Костер, Огонек, Тымар, Малиновкăпа Смычка тата Çăкалăх (Липовка) поселокĕсенче хир енчен куçса ларнисем уйрăмах йышлă. "Елчĕк ен" хаçат вулаканĕсен кăмăлĕсене шута илсе, редакци ỹлĕмрен "Район тулашĕнчи ентешсем çинчен" ятарлă кăларăма çул парасси çинчен пĕлсен, ку йĕркесен авторĕ те ăна материалсемпе тивĕçтерме кăмăл турĕ... Елчĕк çĕрĕ, кунтан та ытларах унăн çыннисем мана хама çĕнĕ хайлавсем çырма пĕрре кăна мар хавхалантарнă. Килте упранакан вун-вун блокнота уçкаласа пăхнă май хушăран В.В.Зайцева, И.А.Михайловские, А.И.Петровăна, В.А.Никитина, В.Г.Свеклова (пурте - Социализмла Ĕç Геройĕсем), И.Я.Денисова, Христофоров хушаматлă артистсене, В.И.Агеева халалланă сăвă йĕркисем сике-сике тухаççĕ. Çырмалли темăсем пĕтсе çитнĕрен мар, çав çынсен çĕр-шыв умĕнчи чыс-сумлă ĕçĕсем ылтăн-кĕмĕл пек çиçĕнсе тăнăран алла калем тытнă ĕнтĕ. Çав туртăм-талпăну малашне те çăл куçĕ пек тапса тăтăрччĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика