26 марта 2011 г.
Пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче Пĕтĕм Раççейри пенсионерсен пĕрлешĕвĕн районти уйрăмĕн канашĕн ларăвĕ иртрĕ. Унта Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, район пуçлăхĕ - районти Депутатсен пухăвĕн председателĕ, Елчĕкри 40-мĕш номерлĕ аптека ертỹçи Р.Молодова, Раççей Пенси фончĕн Чăваш Енри управленийĕн ертỹçин çумĕ Ю.Шипов, Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин тĕп хирургĕ А.Дербенев тата ыттисем те хутшăнчĕç. Лару Елчĕкри культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсен, центр çумĕнчи ветерансен "Туслăх" художество коллективĕн (ертỹçи И.Шурбин) концертĕнчен пуçланчĕ. Активлă пенсионер - Тăрмăш ялĕнчи В.Щербаков пухăннисене сĕрме купăс каласа, юрăсем юрласа пачĕ. Хавхалануллă юрă-кĕвĕ пуçтарăннисен кăмăлне çĕклерĕ. Концерт хыççăн район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин сăмах илчĕ. Районăн социаллă пурнăçĕпе аталанăвĕ çинче чарăнса тăчĕ вăл. Сăмахĕсенче аслă ăрури çынсем района аталантарас ĕçе пысăк тỹпе хывнине те палăртрĕ Николай Петрович, пухăннисен ыйтăвĕсене хуравларĕ. Малалла "Пĕтĕм Раççейри пенсионерсен пĕрлешĕвĕн" районти уйрăмĕн ертỹçи Л.Горшкова сăмах илчĕ. Ватă çынсен пурнăçне çăмăллăх кĕртес тĕлĕшпе пенсионерсен канашĕ тата район ертỹçисем 2010 çулта туса ирттернĕ ĕç-хĕл çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ вăл, Федерацин "Ветерансем çинчен", "Раççей Федерацийĕн гражданĕсене социаллă хỹтлĕх парасси çинчен" саккунĕсем пурнăçа ăнăçлă кĕрсе пынине палăртрĕ. Аслă ăрурисем пенси çулĕнче пулсан та алă усса лармаççĕ, общество ĕçĕсене хастар хутшăнаççĕ. Çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парас ĕçре те тỹпи пысăк вĕсен. К.Леонтьева (Елчĕк), О.Миронова (Таяпа Энтри), Г.Туманов (Çĕнĕ Эйпеç), З.Портнова (Аслă Пăла Тимеш), В.Щербаков (Тăрмăш) тата ытти чылай пенсионера уйрăммăн палăртса хăварчĕ Людмила Александровна. Ватăсем районта е ун тулашĕнче иртекен спорт, культура мероприятийĕсенче те хастар. Пенси çулне çитнисем эрнере икĕ хут (ытлари кунпа кĕçнерни кун) "Улăп" Спорт комплексĕнчи тренажер залĕнче тата бассейнра сывлăхĕсене çирĕплетеççĕ. Çирĕклĕ Шăхаль тата Мучар ялĕсенчи пенсионерсем "Шур акăш" клуб йĕркеленине те ырăпа палăртса хăвармалла. Пĕрле пуçтарăннă май вĕсем хаçат-журнал вуласа çĕнĕ хыпарсемпе паллашаççĕ, авалхи тата хальхи юрăсене шăрантараççĕ. Пĕр сăмахпа каласан, ватăсемшĕн çакăн евĕр усăллă тĕл пулусем кашни ялтах иртеççĕ. Вăрçăпа ĕç ветеранĕсене, инвалидсене ыттисен пулăшăвĕ уйрăмах кирлине, çавна май шкул ачисенчен Тимур командисем йĕркелемеллине палăртрĕç тĕл пулура. Ватăсен пурнăçне çăмăллатма пулăшакан ытти майсене те асăнчĕç. Тĕл пулура район пуçлăхĕ Р.Молодова, районти тĕп больницăн тĕп врачĕ Н.Уркова, Елчĕк район халăхне социаллă хỹтлĕхпе тивĕçтерекен пай ертỹçи И.Аникина, Раççей Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи управленийĕн начальникĕ З.Яковлева, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи тата Лаш Таяпари ваттисен çурчĕсен ертỹçисем А.Осипова, Л.Князева тата ыттисем тухса калаçрĕç. Вĕсем пенсионерсене кăсăклантаракан ыйтусем çине хуравларĕç. З.Яковлева пухăннисене район хаçатне "Елчĕк ене" çырăнма чĕнсе каларĕ, асăннă хаçатра пенсипе çыхăннă пур ыйтăва та çутатса пынине асăнчĕ. Пухăннисем ентешĕмĕр Андриян Григорьевич Николаев космонавт летчик тĕнче уçлăхне çĕкленнĕренпе 50 çул çитнĕ тĕле Чăваш халăхĕ çинчен тĕнчипе пĕлтернĕ космонавтăмăра халалласа палăк лартас ыйтăва та çĕклерĕç. Палăк лартас ĕçе кашнинех хăйĕн тỹпине хывма чĕнсе каларĕç.