26 марта 2011 г.
Иртнĕ эрнере Елчĕк район прокуратури Раççей юрисчĕсен ассоциацийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн социаллă тата право пулăшăвĕ, пĕлĕвĕ паракан центрăн районти консультаци пункчĕпе пĕрле районти тĕп библиотекăра "Вопросы регулирования правоотношений в сфере ЖКХ" темăпа "çавра сĕтел" ирттерчĕ. Унта Елчĕк район прокурорĕн пулăшуçи О.Гаусман, Елчĕк район администрацийĕн коммуналлă хуçалăхпа капиталлă строительство пайĕн начальникĕ Н.Петров, Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Ю.Блинов, Елчĕкри тĕп библиотека ертỹçи Л.Зайцева, "Стройэнергосервис" ООО ертỹçи А.Нягин тата хваттерсенче, уйрăм хуçалăхсенче пурăнакансем хутшăнчĕç. Пухăннисен умĕнче чи малтанах Елчĕк район прокурорĕн пулăшуçи О.Гаусман тухса калаçрĕ. Маларах асăннă темăпа çыхăннă саккунсем пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕ вăл. Хваттерсемпе уйрăм хуçалăхсенче пурăнакансем хăйсене кăсăклантаракан тĕрлĕ ыйтăва хускатрĕç тĕл пулу вăхăтĕнче. Халăха çурт тăррисене юртан тасатассипе, хваттерсенчи подъездсемпе çурт умĕсене тирпейлĕхре тытассипе, çуртсенче пурăнакансене таса шывпа тата электороэнергипе, çут çанталăк газĕпе чăрмавсăр тивĕçтерессипе, çỹп-çап пуçтарассипе тата шыв укçи тỹлессипе çыхăннă ыйтусем уйрăмах кăсăклантарчĕç. О.Гаусман ыйтусене "Елчĕк ен" хаçат урлă хуравлама шантарчĕ.