26 марта 2011 г.
Пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче районта Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин тĕп хирургĕ А.Дербенев пулчĕ. Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче аслă ăрурисемпе тĕл пулнă май медицина наукисен кандидачĕ сывлăх сыхлавĕн тытăмне çĕнетес енĕпе Чăваш Енре йышăннă ятарлă программăсем çинче чарăнса тăчĕ. Сывлăх сыхлавĕнчи ырă улшăнусем пулнине те палăртрĕ Александр Георгиевич. Федераци тата республикăн тĕллевлĕ программисемпе килĕшỹллĕн йĕркеленĕ мероприятисем "тухăçлă çимĕçпе" палăраççĕ - республикăра юлашки çулсенче демографи лару-тăрăвĕ лайăхланнă, медицина пулăшăвĕн пахалăхĕ ỹснĕ. Маларахри çулсемпе танлаштарсан, çуралакансем вилекенсенчен ытларах. 2010 çулхи кăтартусемпе çирĕплетнĕ тăрăх, вилĕмĕн 19 сăлтавĕнчен вуннăшĕпе кăтартусем самай пĕчĕкленнĕ. Çынсем ытларах юн çаврăнăшĕн тытăмĕн (42,7 процент), сывлав органĕсен чирĕсемпе (8,1 процент), суранланса е наркăмăшланса (15,8 процент) пурнăçран уйрăлаççĕ. Медицина инноваци, сиплевĕн çĕнĕ меслечĕсене тата технологийĕсене пурнăçа кĕртсе пынăран тĕрлĕ чирпе нушаланакансене пулăшу ытларах пама май килет. Малашне электрон регистрацийĕн тытăмне хута ярас енĕпе туллин ĕçлессине пурнăçа кĕртĕç. Кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне электрон картисене ĕçе кĕртме палăртнă.