26 марта 2011 г.
Кỹкеçри "Урожай" спорт общество армспорт енĕпе çулсеренех ăмăрту йĕркелет. С.Солин ертсе пынипе кăçалхи ăмăртăва Елчĕкрен 16 спортсмен хутшăннă. Вĕсенчен 7-шĕ - призлă вырăнсене, Елчĕк команди 3-мĕш вырăна йышăнни вара районшăн пысăк чыс. Хăйсен виçе категорийĕсенче Çĕнĕ Пăва тата Елчĕк шкулĕсенче вĕренекен Павел Михайловпа Екатерина Мартынова - пĕрремĕш, Ольга Ярославлевăпа (Елчĕк шкулĕ) Андрей Зайцев - иккĕмĕш, Диана Измайлова (Çĕнĕ Пăва шкулĕ), Марина Никитина (Патреккел шкулĕ), Диана Шепилова (Кĕçĕн Таяпа шкулĕ) виççĕмĕш вырăнсене тивĕçнĕ. Пĕрремĕш вырăна тивĕçме пултарнă Ольга Ярославлева пирки уйрăммăн çырса хăварас килет. Вăл хăйĕн виçе категорийĕнче спорт мастерĕн кандидатне - Европа чемпионки пулнă Н.Тихоновăна (Канаш районĕ) сылтăм аллипе çĕнтернĕ, анчах та сулахаййипе выляса янă. Ольга Н.Тихоновăран 300 грамм йывăртарах тайнипе ăна 2-мĕш вырăна хăварнă. Патреккел шкулĕнчи Анна Орлова пирки те çакнах каласа хăварма пулать. Вăл та пĕрле тупăшаканран виçипе кăштах ытларах тайнипе тăваттăмĕш вырăна юлнă.