Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултарулăх ĕçĕнче яланах шыравра

26 марта 2011 г.

Культура ĕçченĕсем ĕнер тăваттăмĕш хут хăйсен професси уявне паллă турĕç. Районти клуб учрежденийĕсемпе библиотекăсенче 200-е яхăн çын ĕçлет. Йăлана кĕнĕ тăрăх, уявра пултаруллă культработниксене чысларĕç, умри тĕллевсемпе çивĕч ыйтусем çинче чарăнса тăчĕç. Районта иртекен кирек мĕнле уява та илем кỹрекенсен, ял çыннисен пурнăçне интереслĕрех йĕркелес тесе çанă тавăрса вăй хуракансен, хăйсен шалти туйăмне, ăс-хакăлне палăртса общество культурине аталантарма çул паракансен ĕç-хĕлĕ пирки сăмах пуçартăмăр та район администрацийĕн культура тата архив ĕçĕн секторĕн заведующийĕпе Антонина Александровăпа. - Антонина Анатольевна, кашни çулах уявра эсир иртнĕ çулхи чи лайăх ĕçченсене палăртатăр, чыслатăр. Хальхинче те калаçăва вĕсенчен пуçлар пулĕ... - Уяв кунĕ çутă, ăнтăлуллă тата пуçаруллă çынсене аса илмесен вырăнлă марри куç кĕрет. Çавăнпа та 2010 çулхи ĕç паттăрĕсене хаваспах пĕлтеретĕп. "Районти чи лайăх культура учрежденийĕ" ята Аслă Елчĕкри культура çурчĕ (директорĕ З.Кантеева) çĕнсе илчĕ. "Районти чи лайăх культработник" ята Курнавăшри информаципе культура центрĕн директорĕ П.Смирнов, "Районти чи лайăх библиотекарь" ята районти тĕп библиотекăри Н.Романова программист, районти тĕп библиотекăри краеведени секторĕ (заведующийĕ Л.Иванова) "Районти чи лайăх библиотека" ята тивĕçрĕç. Елчĕкри искусство шкулĕн преподавательне З.Павловăна, Курнавăшри историпе тăван тавралăх халăх музейĕн заведующине А.Смирнова, Тăрăмри культура çурчĕн пултарулăх руководительне В.Захарова, Кĕçĕн Таяпари библиотека заведующине С.Агеевăна Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерствин Хисеп грамотисемпе наградăланă. Район администрацийĕн Хисеп хучĕсене И.Шурбин, Е.Каширина, Г.Лебедева ĕçтешсем тивĕç пулчĕç. - Юлашки çулсенче культработниксен сумĕ çỹлтен çỹле çĕкленни сисĕнет... - Чăннипех те çапла. Вĕсем пур енĕпе те (калаçăвĕпе те, тирпейлĕхĕпе те, ăсĕпе те, ĕçĕпе те ...) ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Халăхпа пĕр чĕлхе тупма пĕлмен, ячĕшĕн ĕçлекен культура ĕçĕнче тытăнса тăраймасть. Культура ĕçченĕсен йышĕнче тава тивĕçлĕ ята илнисем те сахаллăн мар. Общество ĕçĕнче те малта вĕсем. Г.Борисов, Г.Московская, А.Салабайкина, Л.Траншкина, Н.Захарова, В.Степанов, З.Карамаликова, В.Теллин тата ытти нумай-нумай аслă ĕçтешсем ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Акă, унчченхи çулсенче район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсен йышĕнче культработник пĕрре те пулман. Иртнĕ суйлавра вара Курнавăшри, Сăръелĕнчи клуб учрежденийĕсен ертỹçисене П.Смирновпа З.Салахутдинова ял çыннисем депутата суйларĕç. Ял тăрăхĕсен депутачĕсем те сахал мар. Çакă кăмăла çĕклет. - Антонина Анатольевна, клубсемпе библиотекăсен ĕçне вунă çул каяллахипе танлаштараймăн. Пысăк çăрасем çакăнса тăрассинчен тахçанах хăтăлнă. Тĕслĕх ята илнисем те чылай. Çапах та "кăвак çулăм" кĕртейменнисем те пур-çке? - Чăвашсен питĕ витĕмлĕ ваттисен сăмахĕ пур: "Кая юлсан, каю шăтать". Вăхăтĕнче вăранман Тĕмер, Элпуç, Кỹлпуç, Тип Тимеш ялĕсенчи клубсем газпа хутăнмаççĕ. Таяпа Энтринчи культура çуртне хăрушсăрлăх правилисене пăхăнман пирки хупса хунă. Ял тенĕ çĕрте культура çурчĕсем кирлех-ха. Каркалар ялĕнче те клуб кирлĕ шайра мар. Кăçал фельдшер пункчĕпе пĕрле клуба хута ярас тĕлĕшпе район бюджетĕнче укçа-тенкĕ пăхса хăварнă. Чăваш Республикин пĕрремĕш Президенчĕн "Чăваш Республикинче ялти культура учрежденийĕсене аталантарас енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен" Указĕпе килĕшỹллĕн кирлĕ нормăсене тивĕçмен Анатри Тимешри клуба хупма тиврĕ. Культура учрежденийĕсем халĕ çĕнĕ саккунпа ял тăрăхĕсем çинче тăраççĕ. Çавна май вĕсене юсасси, пуянлатасси, çĕнетесси, ăшăтасси пĕтĕмпех ял тăрăхĕсен администрацийĕсенчен килет. Юлашки çулсенче Елчĕк, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕсем республикăри ял тăрăхĕсенче комплекслă компактлă çурт-йĕр тăвас тата тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе пурнăçланакан пилот проекчĕсен конкурсне хутшăнса миллионшар укçа-тенкĕллĕ пулчĕç. Вĕсемпе культура çурчĕсене те юсарĕç. Кăçал çак конкурса Çирĕклĕ Шăхаль тата Курнавăш ял тăрăхĕсем те хутшăнчĕç. Çĕнтерỹçĕсен йышне кĕме ăнăçу сунатпăр вĕсене. Вара вăл тăрăхсенчи клуб учрежденийĕсенчи лару-тăру тата лайăхланĕ. - Культура ĕçĕнче ял тăрăхĕсемпе хуçалăхсем тачă çыхăнса ĕçлени пысăк пĕлтерĕшлĕ... - Паллах. Тăван енĕн йăли-йĕркисене упраса хăварас тата вĕсене малалла аталантарма пулăшас ĕçре "Прогресс", "Комбайн", "Победа" хуçалăхсен ертỹçисем П.Скворцов, Г.Федоров, Н.Головин ырă ята тивĕçлĕ. Кавалти культура çурчĕ ырă ĕçпе кĕрлесе çеç тăрать. Мĕнле кăна мероприяти ирттермеççĕ унта. Спорт ăмăртăвĕ-и е ферма хĕрĕсен конкурсĕ-и - хуçалăх пуçлăхĕсем ял çыннисемпе юнашар. Ытти тăрăхсенче те тăрăшуллă çынсемпе меценатсем çук мар, паллах. Вĕсемпе туслашса ĕçлеме пĕлмелле кăна. - Юлашки çулсенче ялсенче çĕнĕрен те çĕнĕ пултарулăх ушкăнĕсем йĕркеленеççĕ. Ватăсем те сцена çине тухма вăтанмаççĕ... - Патреккелти халăх хорĕн ячĕ республикăра та, ун тулашĕнче те пысăк. Юрра-ташша юратакан тĕрлĕ çулсенчи çынсем çỹреççĕ унта. Ачасен "Алмаккай" ушкăнĕн пултарулăхĕ те таврана саланчĕ. Вырăскассинчи "Шанăç" халăх фольклор ушкăнĕ те республикăри уявсене хутшăнсах тăрать. Яманчỹрелти "Эткер" ушкăнри юрăçсене çичĕ-сакăр теçеткерен иртнĕ тесе калаймăн, чăваш халăх юррисене питĕ илемлĕн шăрантараççĕ. Тăрăмри "Шанăç" ушкăна çỹрекенсем те маттур. Аслă Таяпа, Аслă Елчĕк ялĕсенче те фольклор ушкăнĕсем халăха савăнтараççĕ. Елчĕкри культурăпа кану центрĕ çумĕнчи "Варкăш" тата Елчĕкри искусство шкулĕнче вĕрентекенсен "Мерчен" ушкăнĕсем вара "халăх" ятне те илме пултараççĕ. Нумаях пулмасть йĕркеленнĕ "Туслăх" ушкăнăн ячĕ инçете каясси куç кĕрет. Унта çỹрекен районти тĕрлĕ ялсенчи тивĕçлĕ канăва тухнă ентешĕмĕрсем тĕрлĕ халăх юрри-кĕввине шăрантараççĕ. Искусство шкулĕнче С.Карамаликова ертсе пынипе ташлама вĕренекенсем те юлашки çулсенче республикăри тĕрлĕ конкурссен çĕнтерỹçисем пулса тăраççĕ. - Шел пулин те, ялсенче специалистсем çитмеççĕ... - Çапла. Ăста, ятарлă пĕлỹ илнĕ кадрсем çитмеççĕ, анчах та пуррисем вара маххă памаççĕ. Елчĕкри Лилияпа Иван Шурбинсем, Ольгăпа Валерий Архиповсем, Шăмалакри О.Егорова, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Ольгăпа Сергей Красновсем, тĕп библиотекăри Н.Романова, Курнавăшри О.Шмелева тата ытти çамрăксем пултарулăх ĕçĕнче яланах шыравра. Çамрăксене шанмалла, çул памалла. Вĕсенче - пирĕн шанăç, пирĕн пуласлăх.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика