26 марта 2011 г.
Тĕп библиотекăра Геннадий Максимов çырнă "Çĕрĕллĕ хура кушак" кĕнеке презентацине вулакансем йышлăн пуçтарăнчĕç. Унта автор, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, библиотекарьсем, вулакансем хутшăнчĕç. Геннадий Максимов журналиста, писателе хаçат-журнал вулакансем, илемлĕ литературăна юратакансем чĕрĕк ĕмĕре яхăн аван пĕлеççĕ. Чăваш телевиденийĕнче, "Хресчен сасси" хаçатра ĕçленĕ вăхăтра телевидени передачисенче, хаçат страницисенче обществăпа политика, паянхи пурнăçăн кăткăс ыйтăвĕсене çивĕч хускатнă вăл. Халĕ те "Хыпар" хаçатăн тĕп редакторĕн çумĕнче вăй хунă май вĕсенчен пăрăнмасть. "Хыпарта" пичетленекен унăн материалĕсемпе вулакансем яланах кăсăкланса паллашаççĕ. Ыт ахальтен мар ăна "Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ят, журналистсен Çемен Элкер ячĕллĕ премине панă. Юлашки çулсенче Г.Максимов илемлĕ литература каçалăкне яр уçса кĕчĕ. 2004 çулта Чăваш кĕнеке издательстви унăн пĕрремĕш кĕнекине - "Сталин грамотине" пичетлесе кăларчĕ. Кĕнекене вулакансем ăшшăн йышăнчĕç. Библиотекăран черет йышăнсах вулани те асрах-ха. 2009 çулта кун çути курнă "Çĕрĕллĕ хура кушак" кĕнекепе те çавăн пекех пулчĕ. Библиотекарьсем каланă тăрăх, вулавăшсенче писателĕн çĕнĕ кĕнеки çỹлĕк çинче выртмасть. Кĕнеке пичетленсе тухсанах Г.Максимов çак йĕркесен авторне тата "Елчĕк ен" хаçат редакцине икĕ кĕнеке парнеленĕччĕ. Сотрудниксем пурте вуласа тухнă хыççăн кĕнеке редакци çурчĕн тулашне тухрĕ, халĕ унпа вулакансем пĕр-пĕрне парса паллашаççĕ. Çакă кĕнеке нумай-нумай çыншăн кăсăклă, интереслĕ пулни çинчен калать те. Пухăннисене чи малтанах Л.Иванова библиотекарь кĕнеке авторĕн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе электронлă майпа паллаштарчĕ. Геннадий Максимов пирĕнпе кỹршĕллĕ Комсомольски районĕнчи Нĕркеç ялĕнче çуралса ỹснĕ. Вăл хамăр районти Курнавăш ялĕпе юнашарах вырнаçнă. Автор кăçал хăйĕн 50 çулхи юбилейне паллă турĕ. Совет Çарĕнчен таврăнсанах Комсомольски районĕнчи "Каçал ен" хаçатра литература сотрудникĕ пулса ĕçлеме вырнаçнă. Пĕр вăхăт комсомол райкомĕнче çамрăксемпе ĕçленĕ. Журналистика ĕçĕ ăна Чăваш радиона, "Хресчен сасси" хаçата илсе çитернĕ. 1994 çултанпа - "Хыпар" хаçатăн тĕп редакторĕн çумĕ. "Çĕрĕллĕ хура кушак" кĕнекене çак ятлă повеç, çавăн пекех "Вăхăта парăнман юрату", "Кулак ачи" повеçсем, "Амăшĕн пехилĕ" (хальхи вăхăтра вăл пирĕн хаçат номерĕсенче пичетленсе пырать), "Ирхи шăнкăрав" калавсем кĕнĕ. - Илемлĕ литература вăл пурнăçпа тачă çыхăнса тăрать, - терĕ Геннадий Максимов вулакансем умĕнче тухса калаçнă май. - Çавăнпа кĕнекери повеçсемпе калавсен сюжечĕсене пурне те пурнăçран илнĕ. Вĕсенче 70-80 проценчĕ пурнăçра пулнă пулăмсем, ытти вара автор шухăшĕ. Маччана пăхса шухăшласа кăларни пĕр произведенире те çук. Ун пек кирек мĕнле хайлав та вулакана хумхантармасть, шутлаттармасть. Писатель кĕнекене кĕнĕ повеçсемпе калавсем мĕнле çурални, вĕсен историйĕ пирки чарăнса тăчĕ. "Амăшĕн пехилĕ" калав пурнăçра тĕл пулнă çемье кун-çулĕ çинче никĕсленнĕ. Унăн тĕп шухăшĕ пурнăç тĕрлĕ тумхах-сукмак кăларса тăратать пулсан та çынлăха çухатмалла марри, ывăл-хĕрсене таса чунлă, тỹрĕ кăмăллă, çемьешĕн, çĕр-шывшăн юрăхлă çынсем пăхса ỹстересси пулса тăрать. Паянхи пурнăçра çак енсем питĕ кирлĕ, тет автор. Тĕл пулура тухса калаçнă район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, райадминистрацин культура тата архив ĕçĕн секторĕн заведующийĕ А.Александрова, тĕп библиотека директорĕ Л.Зайцева, Тĕмертен килнĕ О.Марков вулакан, Шăмалакри библиотека заведующийĕ В.Усанова тата ыттисем "Çĕрĕллĕ хура кушак" кĕнекене пысăк хак пачĕç, хăйсен шухăшĕсене пĕлтерчĕç, писателĕн малашнехи тĕллевĕсене ыйтса пĕлчĕç. Хаçат ĕçĕ нумай вăхăта, вăй-хала илет пулин те автор илемлĕ литература лаççинче малашне те çанă тавăрса ĕçлес кăмăллă. Кăçал унăн тепĕр çĕнĕ кĕнеке çапăнса тухмалла. Вăл вырăсла пулать. Çулталăк вĕçлениччен "Кулак ачи" повеçĕн иккĕмĕш пайне вĕçлесе вулакансем патне çитересшĕн. Палăртса хунă ытти ĕçсем тата та пур унăн. Çавăнпа хăй калашле, "пурнăçăн чăн çулне çухатмасăр" илемлĕ литературăра тата тăрăшарах ĕçлеме, вулакансене çĕнĕ кĕнекесемпе савăнтарма сунар Геннадий Максимов писателе, журналиста.